Понедельник, 16 сентября

Вӑййа тухрӗҫ

Вӑййа тухрӗҫ

Питрав — чӑвашсен авалхи уявӗ. Ҫак кун ҫуллана икӗ пая пайлать тесе шутланӑ, Питрав хыҫҫӑн ҫанталӑк кӗр еннелле сулӑннине палӑртнӑ. Питравра хӗрсемпе каччӑсем юлашки вӑййа тухнӑ: картана тӑрса юрӑсем шӑрантарнӑ, хире тухса ҫерем ҫинче вӑйӑсем вылянӑ.

Авалхи йӑла-йӗркене, унӑн илемне ҫамрӑксене кӑтартса парас тӗллевпе Комсомольскинче июлӗн 11-мӗшӗнче вӑййа тухрӗҫ. Аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем, округри культура тытӑмӗн ӗҫченӗсем чӑваш кӗписем тӑхӑнса Пенси фончӗн ҫурчӗ патӗнче карталанса юрӑсем шӑрантарчӗҫ, унтан Завод урамӗпе утса администраци умӗнчи лапама ҫитрӗҫ, уява малалла унта тӑсрӗҫ.  

Мероприятие хутшӑнакансем ӗлӗкхи вӑйӑ юррисене шӑрантарчӗҫ, чӑваш халӑх вӑййисене вылярӗҫ, такмак каласа ташларӗҫ. Купӑс сасси пурне те пӗр картана тӑрса юрласа-ташласа савӑнма хавхалантарчӗ.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *