Суббота, 7 сентября

Выставка-форум вӗҫленнӗ

Выставка-форум вӗҫленнӗ

Мускаври ВДНХра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Россия» выставка-форум  хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ.  Выставка  пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн  республика чи лайӑххисен шутӗнче.

9 уйӑхра Чӑваш Ен экспозици йӗркелес  тӗлӗшпе сасӑлавсем тӑрӑх 11 номинацире  чи лайӑххисен шутӗнче  пулнӑ. Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ картти павильонӑн  культура проекчӗсен зонинче тӗп экспонат пулса тӑнӑ.

Чӑваш Республики 1070 интерактивлӑ мероприяти йӗркеленӗ, 207 экспонат кӑтартнӑ, хӑнасем 300 пин сувенир парнеленӗ, Чӑваш Ене килме 100 турист путевки выляттарнӑ.

ВДНХра Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне  ирттернӗ. Унта 165 пин ытла ҫын пулса курнӑ.

Раҫҫей Президенчӗн администрацийӗ пирӗн республикӑна «Лучший образ выставки», «Лучший старт культурной программы» тата выставкӑра  тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн  3 хутчен наградӑсем панӑ.  Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сайтӗнче выставкӑна йӗркелекенсене тата унта хутшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *