Понедельник, 16 сентября

Шкулпа сывпуллашнӑ

Шкулпа сывпуллашнӑ

Нумаях пулмасть районти шкулсенче сывпуллашу каҫӗсем иртнӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчен кӑҫал 30 ача вӗренсе тухнӑ. Шкул пӗтернӗ ятпа вӗсене шкул директорӗ Евгений Савельев ӑшшӑн саламланӑ, аттестатсем панӑ, чи маттур вӗренекенсене медальсемпе хавхалантарнӑ.

Ҫавӑн пекех Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ выпускниксене саламланӑ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума, муниципаллӑ округ чысне ҫӳлте тытма суннӑ.

Ӗнерхи шкул ачисен пурнӑҫӗнче халӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать. Эпир те выпускниксене пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх хастаррӑн та мал ӗмӗтлӗн утма, мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫа кӗртсе пыма сунатпӑр.  

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *