Воскресенье, 6 октября

Райпон пуянлӑхӗ – тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсем

Райпон пуянлӑхӗ – тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсем

1939 ҫулта Комсомольски райпотребсоюзне туса хунӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл халӑх таварӗсене туса кӑларас енӗпе активлӑн ӗҫленӗ. 1958 ҫулхи апрельте райпотребсоюзран райпо тунӑ. Паянхи кун Комсомольски райповӗн ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӑл округра пурӑнакансене куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерет, обществӑлла апатлану енӗпе пулӑшусем кӳрет, халӑхран ял хуҫалӑх продукцийӗ туянать.

Комсомольски райповӗнче вӑй хуракансем тата унта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем июлӗн 3-мӗшӗнче чаплӑ уява пуҫтарӑнчӗҫ — райпо туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине анлӑн уявларӗҫ.

Комсомольски райпо совечӗн председателӗ Светлана Грачева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин, Чӑвашпотребсоюз совечӗн председателӗ, РФ Центросоюз совечӗн членӗ Валерий Павлов, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ыттисем те пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунчӗҫ, райпо тытӑмне малашне те паянхи кун ыйтӑвӗсене тӗпе хурса ӑнӑҫлӑн аталанма, кӳрекен пулӑшусене анлӑлатса пыма сунчӗҫ.

Комсомольски райпо совечӗн председательне Светлана Грачевӑна тата «Торговый дом» ООО директорне Ирина Кочановӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех ЧР потребкоопераци ветеранне Евгения Карпеевана, Комсомольски райпо правленийӗн председательне Ольга Черновӑна, Комсомольски райповӗн тӗп инженерне Демьян Сидорова, «Комбинат питания» ООО директорне Марийта Федотовӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн Тав ҫырӑвне пачӗҫ.

Чӑвашпотребсоюз совечӗн председателӗ Валерий Павлов республикӑри потребкоопераци организацийӗсем хушшинче 2023 ҫулта ирттернӗ ӑмӑртура Комсомольски райповӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине палӑртрӗ, ҫакна ҫирӗплетекен свидетельство тата вымпел парса чысларӗ, ҫавӑн пекех 85 ҫул ҫитнӗ ятпа саламласа Чӑвашпотребсоюзӑн Хисеп грамотипе наградӑларӗ.

Уявра нумай ҫул райпо тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, ветерансене тӗрлӗ шайри наградӑсем парса чысларӗҫ, ҫавӑн пекех «Комсомольски округне 85 ҫул» медальсемпе те наградӑларӗҫ. Чи пултаруллӑ ӗҫченсене «Чи лайӑх повар», «Чи лайӑх сутуҫӑ», «Чи лайӑх пекарь», «Чи лайӑх кондитер» номинацисенче палӑртса Дипломсем пачӗҫ.

Райпо ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене ҫак кун сцена ҫинчен нумай ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарчӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Уяв асра юлмалла иртрӗ. 

Наталья КАЛАШНИКОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *