Воскресенье, 8 сентября

Пӗрле эпир йӑлт тӑваятпӑр

Пӗрле эпир йӑлт тӑваятпӑр

«Пирӗнтен кашни нумай тӑваять, пӗрле вара эпир йӑлт тӑваятпӑр» — ҫак девизпа пурӑнаҫҫӗ Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне ҫӳрекенсем.

Ку центра туса хунӑранпа ҫулталӑк та ҫитрӗ. Ҫак хушӑра кунта питӗ нумай мероприяти: тӗрлӗ темӑллӑ лекцисенчен пуҫласа творчествӑлла тӗлпулусем таран — иртрӗ. Кунта пенсионерсем ултавҫӑсенчен тата телефон аферисчӗсенчен мӗнле сыхланмаллине вӗренеҫҫӗ, тӗрлӗ темӑллӑ мероприятисенче тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ. Центра ҫӳрекенсем темиҫе хутчен те экскурсие ҫитсе килчӗҫ, ҫав шутра Шуршӑлти Космонавтика музейӗнче, Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат тата Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗсенчи музейсенче пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем районти культура ҫурчӗн сцени ҫине тухса темиҫе юрӑ та шӑрантарчӗҫ.

Центрта волонтер ӗҫӗ те питӗ анлӑн пурнӑҫланса пырать. Пенсионерсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка тетелӗсем ҫыхаҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ, ӑшӑ нускисемпе алсасем, мунчаласем ҫыхаҫҫӗ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ.

Хутшӑну центрне ҫӳрекенсемпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеме пулӑшнӑшӑн округ администрацине, территори уйрӑмӗсене, Комсомольскинчи тӗп район больницине, Ача-пӑча искусство шкулне, «Кӗтне» спорт шкулне, централизациленӗ библиотека тытӑмне, централизациленӗ клуб тытӑмне, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсене, «Радуга» ача садне, пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмне (председателӗ В.Пундяков), инвалидсен обществин вырӑнти уйрӑмне (председателӗ А.Гаврилов), куҫ курманнисен обществин вырӑнти уйрӑмне (председателӗ Г.Михайлов), ветерансен вырӑнти уйрӑмне (председателӗ Ю.Тимофеев), округри волонтерсен юхӑмне (ертӳҫи Ф.Абдрахманова) чӗререн тав тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех Дмитрий Потапов тата Татьяна Никифорова уйрӑм предпринимательсене маскировка тетелӗсем ҫыхакансене апат-ҫимӗҫ пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗшӗн тав сӑмахӗ калатпӑр. 

Хутшӑну центрӗ малашне те хӑйӗн ӗҫне тӑсать. Ҫитес кунсенче ҫӗнӗ тӗлпулусем пулӗҫ, пурне те хутшӑнма йыхравлатпӑр.

Ирина Самарина,

клиент службин тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *