Воскресенье, 8 сентября

Право пулӑшӑвӗн эрни иртет

Право пулӑшӑвӗн эрни иртет

Кӑҫалхи июль уйӑхӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут ҫемье интересӗсене хӳтӗлес енӗпе пӗтӗм Раҫҫейри право пулӑшӑвӗн эрни иртет. Ӑна Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ. Право пулӑшӑвӗн эрни июлӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен иртет.

Ку тапхӑрта республикӑра ҫемьесене право пулӑшӑвӗ кӳрес, ҫемье интересӗсене хӳтӗлеме пулӑшас тӗллевлӗ мероприятисем иртӗҫ. Вӗсене семинарсем, ҫавра сӗтелсем, тренингсем тата консультацисем евӗрлӗ йӗркелеме палӑртнӑ.

«Пӗтӗм Раҫҫейри право пулӑшӑвӗн эрни — Ҫемье ҫулталӑкӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑмӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫемьесем хӑйсен прависемпе тивӗҫӗсем, ҫемье интересӗсене мӗнле хӳтӗлеме пултарни ҫинчен пӗлӗҫ», — палӑртнӑ ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ертӳҫи Дмитрий Сержантов.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *