Суббота, 7 сентября

Пушкин карттипе анлӑн усӑ кураҫҫӗ

Пушкин карттипе анлӑн усӑ кураҫҫӗ

Чӑваш Республики «Пушкин картти» программӑпа  — чи лайӑх ӗҫлекен регион.  Ҫакӑн пирки Раҫҫей  культура министрӗ  Ольга Любимова  ӗҫ тӑвакан влаҫсен  канашлӑвӗнче палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑт тӗлне республикӑра 99,8 процент Пушкин карттипе  усӑ курнӑ, Раҫҫейпе илсен ку кӑтарту 73,9 процентпа ҫеҫ танлашать.

 Чӑваш Ен пурӑнакан кашни  пин ҫын пуҫне 11 пин билета ӗҫе кӗртнӗ. «Ку питӗ лайӑх кӑтарту. Ҫакӑ интереслӗ программӑсем, экскурсисем йӗркеленипе, тӗллевлӗ спектакльсем кӑтартнипе, концертсемпе тухса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ. Ку енӗпе республикӑра культурӑн  98  учрежденийӗ ӗҫлет», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  телеграмм-каналӗнче.

Пирӗн округра та Пушкин карттипе анлӑн усӑ курнине палӑртмалла.  Ҫамрӑксем Урмаелӗнчи «Урмай» кинотеатра тӗрлӗ интереслӗ фильмсем пӑхма ҫӳреҫҫӗ, ытти мероприятисене те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тӗп хуламӑрти музейсемпе театрсене те ҫитсе кураҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *