Суббота, 7 сентября

Пирӗн хӗрарӑмсем маттур та пултаруллӑ

Республика кунӗнче «Я женщина» конкурсӑн финалӗ иртрӗ.

Унта пирӗн округран 19 хӗрарӑм хутшӑнчӗ. Тӗрлӗ професси ҫыннисем пулчӗҫ унта: педагогика, медицина, культура, бизнес ӗҫченӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ…  Вӗсем пурте хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартрӗҫ.

Ку конкурс 2021 ҫултанпа иртет. Унта тӑватӑ ҫул хушшинче 17—93 ҫулхи 2500 хӗрарӑм хӑй пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫалхи конкурсра 1026 хӗрарӑм пулнӑ.

Пирӗн районти хӗрарӑмсем маттур пулнине палӑртса хӑварас килет. Вӗсем хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫре те хастар, кил-ҫурта та тытса пыма пӗлеҫҫӗ, юрӑ-ташӑра та ӑста, спортра та пултаруллӑ.

Инна Ядрова,

Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *