Понедельник, 16 сентября

Иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ

Иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ

 Пирӗн районти (округри) ҫамрӑк армеецсем республика шайӗнчи ҫарпа патриот вӑййисенче яланах палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Кипеҫ, Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсем хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей шайӗнчи ҫавӑн пек ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусем тунӑ.

Кӑҫалхи республикӑри «Зарница» вӑййисенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ конкурссенче чылай диплом ҫӗнсе илнӗ. Ачасене Алексей Тихонов вӗрентекен хатӗрленӗ. Ҫамрӑк армеецсене малалла та ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *