Пятница, 18 октября

Вӗсен ячӗсене манмалла мар

Вӗсен ячӗсене манмалла мар

Киров поселокӗн историйӗ 1948 ҫултан пуҫланать. Ӑна йӗркелекенсем Нӗркеҫ, Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Тӗвенеш, Елчӗк районӗн ҫыннисем пулнӑ. Пуҫаруҫисем вара — Семен Герасимович Краснов тата Семен Федорович Деменков. Эпӗ вӗсем ҫинчен каласа парасшӑн. Вӗсем пӗр хӑрамасӑр ҫӗнӗ ҫӗр ҫине куҫса килнӗ. Ҫынсемпе калаҫса, пӗр чӗлхе тупса поселок пуҫарса янӑ. Чӑннипе илсен 1947 ҫултах 32 хуҫалӑх  ку тӑрӑхра ҫӗрпӳртсем чавса хӗл каҫнӑ.

С.Г.Краснов 1906 ҫулта Нӗркеҫ ялӗнче хресчен  ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗскер ялти шкула вӗренсе пӗтерсен  хресчен ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ. 1934—1937 ҫулсенче Шмидт ячӗллӗ колхозра ӗҫленӗ. Кладовщик та  пулнӑ вӑл, ытти ҫӗрте те вӑй хунӑ. Каярахпа ӑна Нӗркеҫ ял Совет председательне суйланӑ. Райӗҫтӑвкомӑн суту-илӳ пайӗнче пулма та тӳр килнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче (1941—1942 ҫулсенче) Тӑманлӑ Выҫли кирпӗч завочӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран вӑрҫӑ хирне тухса кайса тӑшмансене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Фронтран таврӑнсан Семен Герасимовича «КИМ» артель председателӗ пулма суйлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫӗнӗ поселок тӑвас енӗпе тӑрӑшать. «Пролетарий» колхоз членӗ пулать. 1948 — 1950 ҫулсенче ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Киров ячӗллӗ колхоза ертсе пырать.

С.Ф.Деменков 1892 ҫулта Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫӗр ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах кирпӗч ҫапассипе те ӗҫленӗ. Тӗреклӗ каччӑ ҫарта Хура тинӗс флотилийӗнче, «Африка» катер ҫинче службӑра пулнӑ. Семен Федоровича 1929 ҫулта ялта тин ҫеҫ йӗркеленнӗ «Пирӗн ял» ял хуҫалӑх артелӗн ертӳҫине суйлаҫҫӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра та пулать вӑл, унтан наградӑсемпе таврӑнать. Малашнехи пӗтӗм пурнӑҫӗ унӑн Киров поселокӗпе ҫыхӑнать.

Ҫак хисеплӗ  ҫынсен йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр ҫумкурӑк ашкӑрса ларакан вырӑнсенче, ҫӗрпӳртре пурӑнса ҫӗнӗ поселок пуҫарса яма пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Пурнӑҫ тутине аванах астивсе курнӑскерсем темӗнле хӗн пулсан та пуҫ усман, палӑртнӑ тӗллевӗсене пурнӑҫлама пултарнӑ.

Унтанпа Киров поселокӗ ӳссе анлӑланчӗ. Социаллӑ инфраструктура та ҫирӗпленчӗ. Поселока пуҫарса янӑ Семен Герасимович Краснов тата Семен Федорович Деменков ячӗсене пирӗн манмалла мар, асрах тытмалла.

Анатолий Краснов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *