Суббота, 7 сентября

Асӑну каҫӗсем, тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ

Иртнӗ эрнере пирӗн округра пурӑнакансем Асӑнупа хурлӑх кунне (июнӗн 22-мӗшӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун) паллӑ турӗҫ. Июнӗн 23-мӗшӗ Троица уявӗ пулчӗ. Ҫынсем вилнисене асӑнма масарсем ҫине ҫитрӗҫ. Ҫав кунсенче округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче культура тата спорт мероприятийӗсем те нумай  иртнӗ.

Кашни ҫемьенех пырса тивнӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи. Чылай ҫын фронтран яла таврӑнайман. Ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисене асӑнса «Асӑну ҫуртисем» ҫутнӑ. Аслӑ   Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисем ячӗпе лартнӑ палӑксем патне чечек ҫыххисем хунӑ. Культура ҫурчӗсенче Асӑну каҫӗсем йӗркеленӗ.

Троица умӗн ялсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем те чылай пулнӑ.  Акӑ, Аслӑ Чурачӑк, Анат тата Тури Тимӗрчкасси, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗсенчи ҫамрӑксем футбол уйӗнче тупӑшнӑ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче иртнӗ ӑмӑртура чи ӑстараххи «Тимерчеево» команда пулнӑ.

Хирти ,нел ялӗнче иртнӗ футбол вӑййинче авланнисемпе ҫамрӑксем вылянӑ. Вӑйӑра туслӑх ҫӗнтернӗ.

Янкасси ялӗнче Г.Н. Чернова асӑнса кире пуканӗ йӑтас енӗпе ӑмӑрту йӗркеленӗ. Абсолютлӑ чемпион ята тата тӗп парнене, такана, А.Алексеев ҫӗнсе илнӗ. Хӗрарӑмсем хушшинче Н.Воронова палӑрнӑ. Мини-футбол ӑмӑртӑвӗнче Красновсен команди ҫӗнтернӗ.

Округри ытти ялсенче те спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.

Юрий Михайлов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *