Четверг, 19 сентября

Шывра инкек ан пултӑр

Шывра инкек ан пултӑр

Шывра асӑрхануллӑ пулмалли пирки эпир иртнӗ номерте те ҫырнӑччӗ-ха. Республикӑра ку енӗпе инкексем пулни татах та асӑрхаттарма   хистет.

Юлашки эрнесенче МИХсенче ҫакӑн пек хыпарсем темиҫе те пулчӗҫ. Шупашкарта Атӑл хӗрринче 13 ҫулхи хӗрача, унтан икӗ 14—15 ҫулти арҫын ача путса вилни сехӗрлентерчӗ. Ку эрнере вара тунти кун республикӑра тӳрех икӗ ҫын путса вилнӗ. Улатӑр хули ҫывӑхӗнчи Алтушель ялӗ патӗнчи пӗвере Вӑрмар округӗнчен килнӗ 1981 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Ҫак кунах Шупашкар округӗнчи Шӑнкасра пурӑнакан 38-ти арҫыннӑн ӳтне шывран туртса кӑларнӑ. Ку тӗслӗхсем иккӗшӗ те шыва кӗме юраман вырӑнсенче пулса иртнӗ.

ЧР Чрезвычайлӑ лару-тӑрусен министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енре шывра  путса вилекенсен  шучӗ нумайланни палӑрать. Халӗ ҫулла пуҫланнӑ кӑна-ха, шӑрӑх кунсем те чылай пулӗҫ. Ҫавна май шыва кӗнӗ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулмаллине, ҫакна валли ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсене ҫеҫ суйламаллине, эрех-сӑра ӗҫсен шыва кӗмелле маррине асра тытӑр.

Юлашки ҫулсенче ачасем шыва кӗрсе пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. 2021—-2023 ҫулсенче 21 ача путса вилнӗ. Ку цифра чӑннипех те хӑратать. Ҫакна кура республикӑра ачасен хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ 16 ҫул тултарман ачасен шыв объекчӗсене ашшӗ-амӑшӗсӗр кайма юрамасть. Чылай чухне ачасем юханшывсен, пӗвесен хӑрушлӑхне ӗненесшӗн мар, шыва кӗнӗ чухне пӑхӑнмалли хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен те манаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та аслисен вӗсене сӑнасах тӑмалла, шывра чӑмпӑлтатнӑ чухне куҫран вӗҫертмелле мар.

Инкек пӗрре пулать, вӑхӑтра асӑрхануллӑ пулни, хӑрушсӑрлӑх правилисене тимлени вара унран сыхланма пулӑшать. 

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *