Четверг, 19 сентября

Фотовыставка хатӗрленӗ

Фотовыставка хатӗрленӗ

Медицина ӗҫченӗн кунӗ умӗн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви   «Пысӑк ҫемье — вӑйлӑ республика» фотовыставка йӗркеленӗ. Экспозицие медицина тытӑмӗнче вӑй хуракансен нумай ачаллӑ ҫемйисене халалланӑ.

Выставкӑпа республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, РФ сенаторӗ Николай Владимиров тата ытти чӗннӗ хӑнасем паллашнӑ.

Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, выставка ҫемье хаклӑхӗсен пӗлтерӗшне, нумай ачаллӑ ҫемьесем ӑнӑҫлӑ та телейлӗ пулнине кӑтартас тӗллевлӗ.

«Выставкӑра медицина ӗҫченӗсен: врачсен, медицина сестрисен, фармацевтсен тата медицина сферин ытти представителӗсен нумай ачаллӑ 63 ҫемйине кӑтартса панӑ. Паллах, отрасльте ҫакӑн пек ҫемьесем тата та нумай. Ҫулталӑк тӑршшӗпе вӗсенчен кашнин ҫинчен каласа пама тӑрӑшӑпӑр», — пӗлтернӗ министр.

Палӑртмалла, Чӑваш Енре пурӑнакансем «Пысӑк ҫемье — вӑйлӑ республика» фотовыставкӑпа Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче — июлӗн 8-мӗшӗнче паллашма пултараҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсен телейлӗ ҫемйисен портречӗсене ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин тата ӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисен социаллӑ сетьсенчи страницисене вырнаҫтарӗҫ.

Пирӗн ҫӗршывра юлашки ҫулсенче ҫемьере ача ҫураласлӑх енӗпе пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртмалла. Ку енӗпе пулӑшу парасси те палӑрӑмлӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *