Воскресенье, 8 сентября

Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Ҫумӑрсем ҫукаласа тӑраҫҫӗ пулин те ок- ругри ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ. Кашни уяр вӑхӑтпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

 Июнӗн 20-мӗшӗ тӗлне округри тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх  предприятийӗсем 2290 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. 1884 тонна утӑ, 1050 тонна сенаж хатӗрленӗ. Хуҫалӑхсем вӑхӑтра выльӑх апачӗ хатӗрлесе хӑварас тесе малалла ӗҫлеҫҫӗ.  Ҫав вӑхӑтрах пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, тымарҫимӗҫсем тулӑх ҫитӗнччӗр тесе агротехника ӗҫӗсем те тӑваҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *