Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗнчен Наталия Комиссаровӑран, СВО участникӗнчен Дмитрийрен тата Олеся Митюковӑран тӑракан делегаци Куславкка округӗнчи Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ строительсене асӑнса лартнӑ мемориал комплексӗ патӗнчи митинг-реквиема хутшӑннӑ. Унта вӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӗҫ паттӑрӗсене асӑнса Сӳнми ҫулӑм патне чечексем хунӑ.
Аса илтеретпӗр, республикӑра 1941 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗччен хӳтӗлев чиккисем тӑвас ӗҫ пынӑ. Унта 200 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Ку вӑл — вӑрҫӑ пуҫланнӑ тӗле республикӑра пурӑннӑ ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмри ҫынсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ. Хӳтӗлев чиккисем пурӗ 380 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӗн тери хаклӑ пулнине яланах асра тытар, хамӑрӑн несӗлсемпе мухтанар!