Малтан ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Малтан ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Эпӗ Хырай Ӗнел шкулӗн директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах  ветерансен вырӑнти организацине нумай ҫул ертсе пынӑ, районти ветерансен совечӗн президиумӗн членӗ пулнӑ Николай Дмитриевич  Краснов пирки каласа парасшӑн.

Вӑл, 1924 ҫулта ҫуралнӑскер, пурнӑҫра нуши-тертне нумай курнӑ. Кивӗ Сӗнтӗрти 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Ачасене пӗлӳ парас пархатарлӑ ӗҫре тӑрӑшас тӗллев пулнӑ ӗнтӗ унӑн. Анчах ӗмӗтне вӑрҫӑ пуҫланни татнӑ. Ҫамрӑк каччӑн пӗр вӑхӑт колхозра ӗҫлеме тивнӗ. 1941 ҫулта  ӑна  Сӑр тӑрӑхӗнчи хӳтӗлев чиккисем тунӑ ҫӗре ӗҫлеме янӑ.

1942 ҫулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Николай Дмитриевича ҫара илнӗ. Пермь хулинче вӗреннӗ хыҫҫӑн гварди сержанчӗ Курск патӗнчи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1943 ҫулта вӑл йывӑр аманнӑ, госпитальте сипленсе тухсан каллех фронта тухса кайнӑ. Николаевск хулинче телеграфиста вӗреннӗ. Унӑн тата нумай ҫапӑҫусене хутшӑнма тивнӗ.

Ҫӗнтерӗве Южный Буг юханшыв ҫывӑхӗнче кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен те  Н.Краснов 1947 ҫулччен ҫартах службӑра пулнӑ.

Демобилизаци хыҫҫӑн киле таврӑнсан тӑван ялӗнчи «Искра» колхозра тӑрӑшнӑ. Мал ӗмӗтлӗ яш хӑйӗн ачалӑхри ӗмӗтне пурнӑҫлас тӗллевпе пурӑннӑ. Районти ҫыхӑну кантурӗнче телеграфистра ӗҫлесе пӑхсан та Канашри учительсем    хатӗрлекен института вӗренме кӗнӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерсен  1955—1961 ҫулсенче Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчи шкулта тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн вара Николай Дмитриевичӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Хырай Ӗнел шкулӗпе тата ялӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Малтан вӑл унта учительте ӗҫленӗ, кайран пултарулӑхне кура ӑна директора лартнӑ. Николай Краснов 1984 ҫулччен Хырай Ӗнел вӑтам шкулне ертсе пынӑ. Унта ӗҫленӗ ҫулсенче Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Ачасене пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна 1975 ҫулта «Чӑваш   АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧАССР Верховнӑй Совет Президиумӗн  тата ытти  ӗҫ тӑвакан органсен Хисеп грамотисене те тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑри паттӑрлӑхшӑн ӑна 2-мӗш степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе наградӑланӑ. Вӑл Хырай Ӗнел ялӗн хисеплӗ гражданинӗ, районти ветерансен организацийӗн хисеплӗ ветеранӗ пулнӑ. Ӑна темиҫе хутчен те ял Совет депутатне суйланӑ.

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та вӑл лӑпланса ларман. Ачасене патриотизмла воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫленӗ, ветерансен организацийӗн  хастар ҫынни пулнӑ.

Ун пек ветерансем пирки нумай каласа пама пулать. Прнӑҫне шеллемесӗр вӑрҫӑ хирӗнче ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Вӗсене пирӗн манмалла мар.

Юрий Тимофеев,

районти ветерансен совечӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *