Воскресенье, 30 июня

Шур халатлӑ ӗҫченсене чысланӑ

Шур халатлӑ ӗҫченсене чысланӑ

Хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче шурӑ халатлисене медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани пирки кӗскен ҫырса пӗлтернӗччӗ. Вӑл мероприятире саламсемпе пӗрлех сывлӑх сыхлавӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене, ветерансене наградӑсемпе те чысланӑ.

Округ  пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин нумай ҫул район больницинче тӑрӑшнӑ (хӑшӗсем халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ) ҫынсене района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа юбилей медалӗпе чысланӑ. И.И.Ефремова, В.В.Максимов, Т.С.Тимергалеева, Н.М.Миннетуллина, Н.М.Алякина, М.С.Колисниченко, Л.Н.Симендеева, Е.И.Воронова, З.П.Лебедева, Л.В.Петрова, Е.А.Михайлова районти (округри) нумай ҫынна чир-чӗртен сиплесе ура ҫине тӑма пулӑшнӑ, вилӗм аллинчен туртса илнӗ. Шӑпах вӗсене тав сӑмахӗ каласа панӑ та округ пуҫлӑхӗ ҫак наградӑна.

Округри сиплев учрежденийӗсенче пултаруллӑ,  хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ ҫынсем сахал мар. Николай Никандрович В.В.Быковӑна, С.В.Журавлевӑна,  Н.А.Пардаевӑна, О.П.Родионовӑна, Т.А.Даниловӑна,  В.А.Антоновӑна, Т.В.Раджаине муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисем парса чысланӑ.

Район больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министерствин Хисеп грамотисене М.Д.Горбуновӑна, М.В.Макаровӑна панӑ. Ҫавӑн пекех район больницин администрацийӗн  Хисеп грамотине Л.Р.Садртдинова, Н.В.Ефремова, Е.Н.Васильева, Л.С.Шайдуллина, Г.М. Ибрагимова, Н.П.Тишкина, Р.К. Ефремова, Е.А.Михайлова  тивӗҫнӗ.

Чӑваш Республикин профсоюзӗн Хисеп грамотипе Е.Н. Самсоновӑна, Е.С.Хисамовӑна, Г.Ф.Хабибрахмановӑна, И.А.Зайцевӑна, М.П.Атамановӑна, Г.П.Каторгинӑна, З.Ф.Шафигулловӑна наградӑланӑ.

Сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем пурте округра пурӑнакан ҫынсем чир-чирсӗр, сурансемсӗр пурӑнччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑхӑтра тӗрӗсленме, сипленме сӗнеҫҫӗ. Вӗсене пархатарлӑ ӗҫӗнче малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр, хӑйсен те сывлӑхӗсем пулччӑр, вӑй-халӗ ан иксӗлтӗр.

Инна Ефремова,

район больницин тӗп врачӗ:

«Медицинӑра чи кирли — яваплӑх, профессионализм, коллективра ӗҫлесе ҫынсене пулӑшма тӑрӑшни. Пирӗн больницӑра ӑнсӑртран лекнӗ ӗҫченсем ҫук. Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак уяв кунӗсенче вӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре те, пурнӑҫра та ӑнӑҫу сунатӑп. Уйрӑмах сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсене тав сӑмахӗ калатӑп. Вӗсем хӑйсен опытне ҫамрӑксене парса пынӑ, сӗнӳ-канашсемпе пулӑшса тӑнӑ. Пурне те пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав   тӑватӑп».

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *