Воскресенье, 30 июня

Чи лайӑххи ята тивӗҫнӗ

Чи лайӑххи ята тивӗҫнӗ

Комсомольскинчи тӗп больницӑра тӑрӑшакансем  Медицина ӗҫченӗн кунне халалланӑ республикӑри уява хутшӑннӑ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ.

Уяв кунӗнче чылай медицина ӗҫченӗ наградӑсене тивӗҫнӗ. Акӑ, Тутар Шурут ялӗнчи ФАП «Чи лайӑх фельдшерпа акушер пункчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. Унта Наталия Николаевна Крылова тӑрӑшать. Хӑй суйласа илнӗ ӗҫе юратса та пӗлсе тунипе, халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерме тӑрӑшнипе вӑл ҫак ҫитӗнӗве тунӑ та.

Наталия Николаевнӑна саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *