Воскресенье, 30 июня

Хирсем пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ

Хирсем пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ

Ҫулсеренех ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, уй-хирсем симӗс тум тӑхӑнсан ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем  пӗрле пуҫтарӑнса калчасем пӑхма тухасси округра йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл июнӗн 14-мӗшӗнче иртрӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, унӑн ҫумӗсем А.Г.Кузьмин, Ф.Ф.Зейнетдинов, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн, «Россельхозцентр» филиалӗн специалисчӗсем ертсе пыракан комисси округри пур хуҫалӑхсене те ҫитсе курма тӑрӑшрӗ.

Ку мероприятие калчасене тӗрӗслемелли смотр тетпӗр те, чӑннипе вӑл пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни. Хальхинче те хирсене чарӑнсан кашни хуҫалӑх ертӳҫи е специалисчӗ акара усӑ курнӑ технологипе, агротехника меслечӗсемпе паллаштарса пычӗҫ.

Ҫӗрӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхӗ куҫ умӗнче. Калчасем аван шӑтса тухнӑ. Хӑйсен илемӗпе савӑнтараҫҫӗ, пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ. Уй-хир курма тухнисене уйрӑмах «Слава картофелю» агрофирмӑн, «Рассвет», «Луч» ял хуҫалӑх кооперативӗсен, «Искра» колхозӑн  хирӗсем кӑмӑла кайнине палӑртрӗҫ. Ҫитсе курнӑ ытти уйсене те хурламалла мар.

Смотра «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗнче пӗтӗмлетрӗҫ. Унта тӗпрен илсен калаҫу калчасене малашне пӑхса тӑрасси пирки пулчӗ. Тӗрлӗ шайри специалистсем, ертӳҫӗсем, ял хуҫалӑ-хӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ ӗҫченсем ҫумкурӑка, чир-чӗре, сиенлӗ хурт-кӑпшанка хирӗҫ кӗрешмелли агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫламаллине палӑртрӗҫ.

Ҫанталӑк парсан, ҫӗрӗҫченӗсем хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пырсан тухӑҫлӑ тырпул та, тымарҫимӗҫ те, пахча-ҫимӗҫ те туса илме пур майсем те пур. Ҫак шухӑша палӑртрӗҫ уй-хир пӑхма тухнисем.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑҫал пурӗ 10043 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑварнӑ. Вӑл шутран 3531 гектар ҫурхи тулӑ, 4937 гектар урпа, 391 гектар пӑрҫа  йышши культурӑсем, 1184 гектар сӗлӗ.

           Илдус Миннетуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *