Понедельник, 1 июля

Спартакиада иртнӗ

Спартакиада иртнӗ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри вӗрентӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем хушшинче спартакиада иртнӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансене профсоюзӑн вырӑнти комитечӗн председателӗ В.Макарова саламланӑ, ӑмӑртусенче ӑнӑҫу суннӑ.

Округри 12 вӗрентӳ учрежденийӗнчи 100е яхӑн спорт тусӗ  ҫуран чупассипе, дартспа тупӑшнӑ, хаваслӑ стартсенче тата ытти енсемпе мала тухассишӗн ӑнтӑлнӑ. Ӑмӑртусем чӑннипех те хаваслӑ та кӑсӑклӑ ҫав вӑхӑтрах хӗрӳ иртнӗ. Чи пултаруллисем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Пӗрремӗш вырӑна «Кӗтне» спорт шкулӗн ӗҫченӗсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Комсомольски 2-мӗш шкулӗнче тӑрӑшакансем. Виҫҫӗмӗшӗнче «Рябинушка» ача сачӗн коллективӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем наградӑсене тивӗҫнӗ.

Шкул ачисем ҫеҫ мар, вӗсене вӗрентекенсем те «Спорт — пурнӑҫ норми» девизпа  пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна учительсем хушшинчи тӑтӑшах иртекен ӑмӑртусем туллин ҫирӗп- летеҫҫӗ.

Ирина ИЛЬИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *