Воскресенье, 30 июня

Мускавра Акатуй иртнӗ

Мускавра Акатуй иртнӗ

Раҫҫейӗн тӗп хулинче ВДНХри «Россия» выставкӑра иртнӗ шӑматкун Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ кӗрленӗ. Вӑл Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсене ҫеҫ мар ытти халӑх ҫыннисене те хӑй тавра пуҫтарнӑ. Хӑнасен  йышӗнче Раҫҫей тата Мускав правительствисен членӗсем те, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем те, Раҫҫей Геройӗсемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те, ҫӗршыври паллӑ артистсем те, ют патшалӑхсен полномочиллӗ посолӗсем те тата ытти чаплӑ ҫынсем пулнӑ.

Пуҫтарӑннисене ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, республикӑн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Николай Владимиров сенатор, Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнатӑрӗ Алексей Русских, Мускав мэрӗн ҫумӗ Александр Горбенко саламланӑ, Акатуй чӑваш халӑхӗшӗн  пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв пулнине палӑртнӑ.

Уяв выставкӑри пилӗк лапамра иртнӗ. Тӗп мероприяти вара «Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан патӗнче пулнӑ. Кунта чӑваш туйне кӑтартса панипе пӗрлех «Симӗс ылтӑн», «Ҫӗр ӗҫченӗн уявӗ» тата ытти нумай программӑсем те пулнӑ. Ушкӑнпа картана тӑрса юрланӑ.

Акатуя килнисем хапӑлласах чӑваш халӑхӗн наци апат-ҫимӗҫне шӑрттана, хуран куклине, шӳрпене тата ытти ҫимӗҫе тутанса курнӑ, мастер-классенче вӗсене квас, сӑра хатӗрлеме вӗрентнӗ.

Пиҫихипе е ал шӑллипе кӗрешни мӗн ӗлӗкренпех кашни Акатуя илем кӳрекенни пулнӑ. Ӑна курма халӑх уйрӑмах  нумай пуҫтарӑннӑ. Мускаври Акатуйра та чӑваш наци кӗрешӗвне курас текенсем чылайӑн пулнӑ.

Наци кӗрешӗвӗнче 52 ытла  пӑхаттир тупӑшнӑ.  Кавир ҫине Владимир, Чулхула, Самара, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Кабардино-Балкари республикинчи, Мускав хулинчи, Чӑваш Енри чи вӑйлӑ  атлетсем тухнӑ. 80 килограмм таранхи виҫере Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи  Булат Тумаков, 90 килограмран ытларах виҫере пирӗн республикӑри Евгений Абрамов пӗрремӗшсем пулнӑ.

Чӑн-чӑн пӑхаттирсене укҫа-тенкӗ сертификачӗсем парса хавхалантарнӑ.

Республикӑра «Кӗрешӳ» спорт енне аталантарас тесе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ.  20 муниципалитетра ку енӗпе спорт секцийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче пӗрремӗш хут «Кӗрешӳ» наци спорчӗ енӗпе  республикӑри ӑмӑрту иртмелле. Ҫакӑ ку спорта малалла та халӑх хушшинче сарас енӗпе пӗлтерӗшлӗ утӑм пулмалла.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» тата ытти коллективсен артисчӗсем уява килнисене савӑнӑҫлӑ кӑмӑл парнеленӗ. Алексей Московский концертне курса киленнӗ.

Акатуй яланхи пекех пурне те хаваслӑх кӳнӗ, пуян программӑпа тыткӑнланӑ.

Юрий ГАВРИЛОВ хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *