Воскресенье, 30 июня

Вӑрмана варалар мар

Вӑрмана варалар мар

Иртнӗ эрнере  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен  советникӗ Ольга Григорьева тата  администрацин ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн специалист-эксперчӗ Ремис Шарафутдинов  ертсе пынипе округри ҫамрӑк экологсемпе «Таса вӑрман»  акци йӗркеленӗ.

Ӗҫ тумтирӗсем, перчеткесем тӑхӑнса ҫутҫанталӑка юратакан яш-кӗрӗм  Комсомольски вӑрманне пыракан ҫул хӗррисенчи  тасамарлӑха тасатнӑ. Тасамарлӑх тенӗрен ӑна ҫак тӑрӑхра пурӑнакансемех тунӑ. Пушӑ бутылкӑсем, целлофан пакетсем, тӗрлӗ банкӑсем, пластик савӑт-сапа… Вӗсене ют регионсенчен килнисем пӑрахса хӑварман ӗнтӗ. Хамӑр пурӑнакан тавралӑх  тирпейлӗ, таса пултӑр тетпӗр. Вӑрмана уҫӑлма, кӑмпа-ҫырла пуҫтарма ҫӳретпӗр, хамӑрах варалатпӑр.

Кӑҫал ахальтен мар ӗнтӗ Чӑваш  Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Пирӗн тӑрӑхра ку енӗпе ҫыхӑннӑ хӑрушӑ зонӑсем пулмасан та ҫырмасемпе пӗвесем патне, вӑрмана кайсан ӑпӑр-тапӑра ӑҫта килнӗ унта пӑрахса хӑварас марччӗ.

Ҫамрӑк экологсен ӗҫне ырламалла. Кашниех хӑй ҫӳрекен вырӑн тасалӑхӗшӗн тӑрӑшсан эпир пурӑнакан вырӑн тата илемлӗрех пулӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *