Воскресенье, 30 июня

«Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс иртӗ

«Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс иртӗ

Чӑваш Енре Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа кӑҫал та «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс иртет. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.

Конкурса кӑҫал улшӑну кӗртнӗ. Муниципалитсенче иртекен суйлав турне майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 8-мӗшӗччен йӗркелемелле. Унччен ку тапхӑра октябрӗн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ пулнӑ. Муниципалитетсенчи финал июлӗн 8-мӗшӗнче иртмелле. Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ.

Конкурса мӑшӑрланса 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, икӗ е унран ытларах ача ӳстерекен ҫемьесем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *