Воскресенье, 30 июня

Раҫҫей кунне анлӑн паллӑ тунӑ

Раҫҫей кунне анлӑн паллӑ тунӑ

2002 ҫултан пуҫласа ҫӗршывра июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак ятпа округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче тӗрлӗ мероприятисем маларах та ирттерме пуҫланӑ. Тӗп уяв вара Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче пулнӑ.

Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова, депутатсен  Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округри православи тата мӑсӑльман тӗнӗсен представителӗсем  Сергий Скворцов иерей, Урмаел мечечӗн имам хатыйбӗ Рафаил Минадиев  саламланӑ. Ҫак кун Раҫҫей ҫыннисемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, нумай нациллӗ халӑха  пӗр чӑмӑра пӗрлешме, ҫирӗпрех пулма пулӑшнине пӗлтернӗ. Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музей уҫӑлнӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ май унӑн заведующине А.О.Поляковӑна малашне те халӑхшӑн питӗ кирлӗ ӗҫе аталантарма округ администрацийӗнчен 50 пин тенкӗллӗх сертификат панӑ. Ҫак кун мероприятисемпе пуян пулнӑ. 14 ҫул тултарнӑ 9 ҫамрӑк, акӑ, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫей гражданинӗн паспортне илнӗ.

Культурӑпа кану паркӗнче вара пысӑк концерт пулнӑ. Унта вырӑс, чӑваш, тутар юррисем чылайччен янӑранӑ. Юрӑсем пурте тенӗ пекех патриотизм темипе пулнӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *