Пысӑк ҫемье – пысӑк телей

Пысӑк ҫемье – пысӑк телей

Пирӗн асанне-кукамайсен вӑхӑтӗнче нумай ача ҫуратни кулленхи пулӑм шутланнӑ, ҫемьесенче кашнинче тенӗ пекех 5—6 е ытларах та ача ҫитӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра вара ҫакӑн пек нумай ачаллӑ ҫемьесем сайра тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсемпе паллашсан кун пек ҫемьесем юрату, килӗшӳ, туслӑх, ӑнлану ҫинче тытӑнса тӑнине куратӑн. Йӑлмахвара пурӑнакан Такмаковсен ҫемйинче — 5 ача. Оксана Геннадьевнӑпа Петр Михайлович ывӑл-хӗрне тивӗҫлӗ воспитани парса, ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстереҫҫӗ. Туслӑ йышшӑн пӗр-пӗрне хисеплесси, пулӑшасси — тӗп вырӑнта.

Оксана Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хырай Ӗнел вӑтам шкулне пӗтернӗ. Пӗрремӗш мӑшӑрӗпе Николай Яковлевпа ҫемье чӑмӑртаса виҫӗ ачана кун ҫути парнеленӗ. Шел пулин те, ҫемье пуҫӗн ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ, Оксана пӗчӗк ачасемпе тӑлӑха юлнӑ. Каярахпа вӑл Елчӗк районӗнчи Шуршу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Такмаковпа паллашнӑ, унпа ҫемье ҫавӑрса тата икӗ ача ҫуратнӑ. Йышлӑ пӗчӗк ачасемпех Оксана Геннадьевна Шупашкарти ял хуҫалӑх академийӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илнӗ, экономист пулса тӑнӑ.

Ҫемьери ачасенчен чи асли — Марианна — Шупашкарти коопераци институтӗнче юриста вӗренет, кӑҫал алла диплом илме хатӗрленет. Малашне хӑйӗн пурнӑҫне право тытӑмӗпе ҫыхӑнтарасшӑн, следовательте ӗҫлеме ӗмӗтленет. Шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл юрӑ-ташӑпа туслашнӑ, халӗ те сцена ҫине час-часах тухать, тӗрлӗ концертра, конкурссенче уҫӑ сассипе куракансене савӑнтарать. Ҫавӑн пекех вӑл шӑрантаракан хӑш-пӗр юррӑн сӑмаххисене те хӑех ҫырнӑ.

Андриян спортпа питӗ туслӑ: кире пуканӗ ҫӗклет, армрестлингпа, мас-рестлингпа интересленет, волейболла выляма юратать. Унӑн тӗрлӗ шайри ӑмӑртура мала тухнишӗн панӑ медальсем, кубоксем, грамотӑсем питӗ нумай. Вӗсем хушшинче республика, Атӑлҫи, Раҫҫей шайӗнчисем те пур. Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Андриян Шупашкарти транспортпа строительство техникумӗнчен прораба вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн пекех каменщик, штукатур-маляр курсӗсене пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл салтакра Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлать. Унта та спорт енӗпе ҫитӗнӳсем тӑвать.

Даниил кӑҫал 9-мӗш класс пӗтернӗ, халӗ уншӑн хӗрӳ тапхӑр — экзаменсем. Вӑл та пиччӗшӗ пӗлӳ илнӗ вӗренӳ заведенине кайма ӗмӗтленет, спортпа туслӑ. Ялта тата Комсомольскинче иртнӗ тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусенче вӑл малти вырӑнсене те тухнӑ.

Елизавета кӑҫал 6-мӗш класс пӗтернӗ. Вӑл та аслисенчен тӗслӗх илсе пур енӗпе те маттур пулма тӑрӑшать.

Александр 4-мӗш класран вӗренсе тухнӑ, пиччӗшӗсем пекех спорта юратать.

— Эпӗ ачаранах пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленнӗ. Манӑн кукамайӑн 12 ача пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫуллахи вӑхӑтра час-часах икӗ сыпӑкри тӑвансем пирӗн патра пурӑнатчӗҫ. Ҫурт кӗрлесе ҫеҫ тӑратчӗ, питӗ хаваслӑччӗ. Ҫавӑнпа та  ӳссен нумай ача ҫуратма, туслӑ йышпа пурӑнма ӗмӗтленеттӗм, — аса илет Оксана Геннадьевна.

Пепкисем пӗчӗк чухне ӑна амӑшӗпе ашшӗ Любовь Ивановнӑпа Геннадий Егорович Федотовсем тата хунямӑшӗпе хуняшшӗ Валентина Кузьминичнӑпа Петр Николаевич Яковлевсем нумай пулӑшнӑ. «Пӗрремӗш мӑшӑрпа ҫурт туса уйрӑлса тухрӑмӑр. Ун чухне ачасене пӑхма та, строительство ӗҫӗсенче те атте-аннесем пулӑшсах тӑчӗҫ. Ҫавӑнпа та йывӑр пулнине туйман. Питӗ пысӑк тав вӗсене», — тет нумай ачаллӑ амӑшӗ.

Хальхи вӑхӑтра Оксана Геннадьевна гостиницӑра ӗҫлет, мӑшӑрӗ Петр Михайлович — строитель.  Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӗсем ҫемйипе вӑрмана, кӳлӗ хӗррине ҫул тытаҫҫӗ, Канаш округӗнчи «Космонавт» лагере те пӗрре мар канма кайнӑ. Уйрӑмах хӗллехи вӑхӑтра унта «ватрушкӑсемпе», йӗлтӗрсемпе ярӑнма юратаҫҫӗ, ҫутҫанталӑкпа киленеҫҫӗ. 

Ҫемьери ырӑ йӑла — кашнин ҫуралнӑ кунне тата Ҫӗнӗ ҫула пӗрле пуҫтарӑнса уявласси. Ҫак уявсене ачасем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Пурте пӗрле пуҫтарӑнса савӑнни темрен те паха-ҫке.

Такмаковсем ялта, округра, республикӑра иртекен тӗрлӗ мероприятисене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Ҫемье кунне халалласа ирттернӗ уявра та вӗсем пултарулӑхӗпе палӑрнӑччӗ. Оксана Такмакова Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗ шӑпах халь ирттерекен «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурса та хутшӑнать. Вӑл унта «Манӑн ҫемье — манӑн пуянлӑх» номинацире хӑйӗн ҫемйипе паллаштарать.

Чӑнах та, пысӑк ҫемье вӑл — чӑн-чӑн пуянлӑх. Килте ӗҫ хыҫҫӑн тӗпренчӗксем кӗтнине, чупса пырса ӑшшӑн ыталанине, чӗвӗлтетсе кун мӗнле иртни ҫинчен каласа пама васканине мӗн ҫиттӗр? Нумай ачаллӑ ҫемьене малашне те йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерсе пыма, туслӑн та килӗштерсе, ачасен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса пурӑнма сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *