Воскресенье, 30 июня

Нацпроектпа килӗшӳллӗн ҫул юсанӑ

Нацпроектпа килӗшӳллӗн ҫул юсанӑ

Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проектне пурнӑҫа кӗртсе «Калинино — Патӑрьел — Елчӗк» автоҫулӑн пӗр участокне юсанӑ. Унӑн тӑршшӗ — 3,1 километр. Ку — кӑҫал Чӑваш Енре вӗҫленӗ пӗрремӗш объект. Хальхи вӑхӑтра ытти объектсенче ӗҫсем пыраҫҫӗ-ха.

Юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ ҫулӑн участокӗ Патӑрьел салишӗн, унта пурӑнакансемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, вӑл ял ҫыннисене кирлӗ ҫӗре ҫитме, тӗрлӗ пулӑшусемпе усӑ курма пулӑшать. Ҫул хӗррипе магазинсем, суту-илӳ точкисем, административлӑ тата социаллӑ учрежденисем вырнаҫнӑ.

«Ҫак участокра ҫулӑн никӗсӗ ҫирӗп, анчах та ҫиелти сийӗ паянхи нормативсене тивӗҫтермест, ҫавӑнпа та юсав кирлӗччӗ. Ҫавна май ӑна «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗн планне кӗртрӗмӗр. Проект тӑрӑх ҫак участокра кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ сийсене ҫӗнетмелле, кӑлтӑксене пӗтермелле, ҫул-йӗр «тумӗн» конструктивлӑ сийӗсен усӑ курмалли срокне тӑсмалла», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров.

«Автодор» подряд организацийӗ май уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫе пикеннӗ. Ҫанталӑк ӑшӑ та типӗ тӑнине кура ҫак участокри ӗҫсене хӑвӑрт пурнӑҫлама май килнӗ. Участокри кивӗ сие хырса илнӗ, ҫул никӗсне якатнӑ, ҫӗнӗ асфальт сарнӑ. Ҫавӑн пекех искусствӑлла танмарлӑхсене ҫӗнӗрен тунӑ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ, разметка ӳкернӗ.

Аса илтеретпӗр, кӑҫал республикипе «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе ҫулсен 25 участокне тата 3 искусствӑлла сооружение ҫӗнетме палӑртнӑ. Ку ӗҫсене пурнӑҫлама пурӗ 1,5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *