Воскресенье, 30 июня

Кӗнекере – тӑван тӑрӑхӑн историйӗ

Кӗнекере – тӑван тӑрӑхӑн историйӗ

Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра нумай кӗнеке пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Вӗсем хушшинче пирӗн тӑван тӑрӑх, тӑван ен, паллакан ҫынсем ҫинчен вуласа пӗлме пулӑшаканнисем уйрӑмах ҫывӑх. Вӗсем кашни ӑрушӑн хаклӑ та пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑн пек кӗнеке ҫурални — кашнинчех вӑл чӑн-чӑн уяв, пирӗн округшӑн пысӑк пулӑм.

Июнӗн 8-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Евгений Игонинӑн «Покорители «Дикого поля». Дорога к храму» кӗнекин презентацийӗ иртнӗ. Мероприятие ертсе пыракан Валентина Боровкова авторӑн пурнӑҫӗ тата ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Евгений Игонин кӗнеке ҫырас шухӑш ӑҫтан ҫуралнипе, ӑна валли материалсем мӗнле пуҫтарнипе паллаштарнӑ.

Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин кӗнеке тухнӑ ятпа саламланӑ, пирӗн историе сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ, малашне тата та ҫӗнӗ кӗнекесемпе халӑха савӑнтарма суннӑ. Мероприятие хутшӑнакансем Евгений Николаевича иртнине манманшӑн, ӑна пулас ӑрусем валли сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ, кӗнеке округри ялсем ҫинчен ҫырнисем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнасса палӑртнӑ.

Ку кӗнекене архиври документсемпе, ӑсчахсен пичетленӗ ӗҫӗсемпе, халӑх халапӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн Вырӑс патшалӑхне кӗнӗ хыҫҫӑнхи (XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри — XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗ) историлле ҫул-йӗрне кӑтартса парать.

Луцкинчи 1744 ҫулта тунӑ Турамӑш чиркӗвӗ унта тата ытти храмсене ҫӳрекенсемпе пӗрле 1917 ҫулхи революцин пӑлхавлӑ саманине тата улшӑнусене, выҫлӑха (1921—1922 ҫулсем), чиркӳсем Совет влаҫӗн витӗмӗ айне кӗрсе ӳкнине, чиркӳри шалти хирӗҫӳсене (1922—1928 ҫулсем), служба ирттерекен храмсене хупнӑ вӑхӑтсене чӑтса ирттернӗ. Ҫакӑн ҫинчен кӗнекен страницинче тӗплӗн каласа панӑ. Луцки чиркӗвӗн настоятелӗсем, пачӑшкисем ҫинчен каланисене хронологи йӗркипе ҫырса панӑ. Кӗнекере Луцки чиркӗвӗ ҫумӗнче Семен Вишневский, Николай Евсевьев, Владимир Кисапов, Николай Галкин, Николай Кузьмин, Виталий атте (С.Челбаев) миссионерла ӗҫ пурнӑҫлани, проповедьсем вулани ҫинчен те пӗлме пулать. Вӗсен ӗҫӗ Луцки Турамӑш чиркӗвне христиан тӗнӗн никӗсне сыхласа хӑварма, православи тӗнне тытса пыракансен чунне Турра юратни, лӑпкӑлӑх, канлӗх кӗртме пулӑшнӑ.

XVI ӗмӗр варринчен пуҫласа пушӑ ҫӗрсене, ҫынсӑр уйсене куҫса килсе тӗрлӗ вырӑнтан тухнӑ хресчен общинисен переселенецӗсем чӑн-чӑн ӗҫ паттӑрлӑхӗ кӑтартнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем малашнехи ӑрусем валли ӑс-тӑна аталантарма никӗс хурса хӑварнӑ. Кӗнекере пирӗн районти тата Вӑтам Атӑлҫири ҫын пурӑнакан вырӑнсен кивӗ топоними ячӗсене кӑтартса панӑ. Ҫак ятсем иртнипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Иртнине пӗлни вара паянхине ӑнланма, пулассине маларах пӗлсе тӑма, обществӑн, тӑван енӗн экономикин малаллахи аталанӑвне ӑнланма пулӑшать. Кам тӑван енӗн историйӗпе интересленет, пурне те Е.И.Игонинӑн  «Покорители «Дикого поля». Дорога к храму» кӗнекине вулама  сӗнетпӗр.

Валентина БОРОВКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *