Ҫӗрпӳсен те кӑтартмалли пур

Ҫӗрпӳсен те кӑтартмалли пур

Мускаври  ВДНХри «Россия» выставка-форумра Шупашкар  хули хӑйӗнпе паллаштарни ҫинчен маларах  пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.  Халӗ вӑл хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Хула администрацийӗ йӗркеленӗ экспозице  пырса куракансем кӑмӑллӑ юлнӑ. Чӑвашсем  хӑнасене  кӗтсе илме хапӑл пулнине палӑртнӑ.

Шупашкар хулин кунӗсем пынӑ вӑхӑтра  павильонра Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Аннӑпа Алексей  Андреевсем  чӑваш йӑли-йӗркипе  туй туса ирттернӗ, вӗсене ҫемьере килӗшӳллӗ пурнӑҫ суннӑ,  тематикӑлла парнесем панӑ.

Хулан хисеплӗ ҫыннисем, интерактивлӑ арт-объектсем, фотозонӑсем, тӗрлӗ енлӗ мастер-классем  пурне те илӗртнӗ.

Кӑҫал 555 ҫул тултаракан  хула хӑйӗн илӗртӳлӗхне, аталанӑвне, пуянлӑхне туллин кӑтартнӑ.

Июнӗн 3-мӗшӗнчен  Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ  вӗсен вырӑнне йышӑнса Чӑваш Республики паянхи кун утӑмӗпе ҫирӗппӗн утакан регион  пулнине  кӑтартма пуҫланӑ. Вӗсем те  пуян та интереслӗ программа йӗркеленӗ. Ҫӗрпӳсем форум-выставкӑра июнӗн 9-мӗшӗччен пулӗҫ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем ӗлӗкренех паллӑ Тихвин ярмӑрккин историйӗпе те паллаштарӗҫ, унта янраса тӑнӑ шӑхличсем  тӑвас ӑсталӑхӗн мастер-класӗсем те пулӗҫ, хӑйсен тӑрӑхӗнчи туристсене  илӗртме пултаракан вырӑнсене те кӑтартӗҫ.

Муниципаллӑ округри «Ямаш» фольклор  ушкӑнӗ ку тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсен  ламран-лама куҫса пыракан йӑли-йӗркипе паллаштарӗ.

Ҫав кунсенче мероприятисене йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх 75-мӗш павильона пыракансене призсен вылявӗсем те, викторинӑсем те, аттракционсем те, квиз-вӑйӑсем те, фотосессисем те хӑйсен тыткӑнне илӗҫ, Ҫӗрпӳ тӑрӑхне лайӑхрах пӗлме май парӗҫ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *