Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ

Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ

Пирӗн пысӑк ҫӗршывра ҫынсене курса ҫӳреме, канма, пушӑ вӑхӑта интереслӗ те усӑллӑ ирттерме  пур майсем  те пур. Раҫҫейре пурӑнакансене ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенчи  хӑнасене те пирӗн патри паллӑ вырӑнсемпе паллаштарас, ҫитсе курма чӗнес  тӗллевпе 2020 ҫулта «Туризм и индустрия гостеприимства» наци проекчӗ хатӗрленӗ. Вӑл 2021 ҫулхи ҫуркунне  ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл «Развитие туристской инфраструктуры», «Повышение доступности туристских услуг», «Совершенствование управления в сфере туризма» федераллӑ проектсенчен тӑрать.

Чӑваш Республикинче  туристсене  илӗртмелли вырӑнсем чылай. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑй сӑмахӗнче тӑтӑшах палӑртать. Хамӑр тӑрӑхри пурнӑҫа кӑтартма ҫеҫ пӗлмелле. Комсомольски округӗнче те хӑнасемшӗн ҫеҫ мар, унта пурӑнакансемшӗн те пӗлмелли, ҫитсе курмалли сахал мар.

Округра туризма аталантарас  енӗпе «Комсомольская земля, православная» хӑйнеевӗр социаллӑ проект хатӗрлесе турист маршручӗ йӗркеленӗ. Ку енӗпе Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн учителӗ Петр Васильевич Родионов нумай тӑрӑшнине палӑртмалла. Туризм маршручӗ икӗ юпрен тӑрать.  Пӗрремӗшӗ Комсомольскинчен пуҫланса Александровка ялӗнчи сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патне илсе ҫитерет. Унтан Луцкинчи, Хирти  Сӗнтӗрти, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи чиркӳсенче пулса курӗҫ. Тепӗр енчи ҫул Комсомольскинчен тухса Аслӑ Чурачӑк  ялӗ еннелле выртӗ. Туристсем унти Преображени чиркӗвне кӗрсе курӗҫ, Тукай,  Шурут, Асанкасси ялӗсенчи храмсенче, Шурутри мӑнастирте пулӗҫ.  Ҫул ҫинче Комсомольскинчи библиотека ӗҫченӗсем экскурсоводсем пулса ялсен историйӗсемпе паллаштарса пырӗҫ, интереслӗ фактсем ҫинчен каласа парӗҫ. Чиркӳсен настоятелӗсем кӑмӑллӑн кӗтсе илсе тӗнпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравлӗҫ. Икӗ ҫул хушшинче ку маршрутсемпе ҫула тухакансем чылайӑн пулнӑ.

«Ку проекта округ администрацийӗ, Канаш епархийӗ, тӗп библиотека  ӗҫченӗсем ырласа йышӑнчӗҫ. Ҫу кунӗсем пуҫланчӗҫ. Ку вӑхӑтра  ялсене хӑнасем йышлӑн килеҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан 20 ҫынтан ытла мар ушкӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ маршрутсемпе  экскурси  яланах йӗркелеме май пур. Маларах пӗлтерсен автобус та, экскурсоводсем те пулӗҫ», — каласа парать Петр Васильевич.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе хатӗрленӗ ҫак проект Пӗтӗм Раҫҫейри «Вместе», Чӑваш республикинчи ҫамрӑксен   конкурсӗсене хутшӑннӑ, ырӑ енчен палӑрнӑ.

Округра туризма аталантармалли майсем татах та чылай. П.Родионов округри пуҫаруллӑ та пултаруллӑ ҫамрӑксемпе  пӗрле «Комсомольский край — медовый рай»  ятпа туризмпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ  проект хатӗрленӗ. Хальлӗхе  вӑл ӗҫе кӗмен-ха. Малашне вӑл округри туризма аталантарас  енӗпе пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса  шанса тӑратпӑр.

Хӑнасене курмалли, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли вырӑнсем пирӗн округра та чылай. Вӗсене кӑтартма пӗлмелле, ытти ҫӗрте пурӑнакансене интереслентермелле.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *