Воскресенье, 23 июня

Ҫар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ

Ҫар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» текен  сӑмах пирӗн округра ахальтен калани мар. Ял ҫыннисем аякра службӑра тӑракансене тӗрлӗ енлӗ ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ парсах тӑраҫҫӗ. Ку ӗҫ пӗрре те чарӑнмасть.

Пирӗн ентешсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑйсене тивӗҫлӗ кӑтартаҫҫӗ. Ҫакна инҫетрен килекен хыпарсемпе наградӑсем те туллин ҫирӗплетеҫҫӗ. Нумаях пулмасть  округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан А.Ильин ячӗпе килнӗ Тав Ҫырӑвне унӑн мӑшӑрне хисеплӗ лару-тӑрура панӑччӗ. Ҫак кунсенче вӑл отпуска килнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе  тӗл пулнӑ.  Сӗтел хушшинче чей ӗҫнӗ май ӑшшӑн калаҫнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *