Тулли кӑмӑлпа таврӑннӑ

Тулли кӑмӑлпа таврӑннӑ

Пирӗн округри «Пӗрремӗшсем» юхӑмӑн хастарӗсем Мускавра ВДНХра пыракан «Россия» форум-выставкӑра иртнӗ  Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале хутшӑннӑ.

Ачасем  тӗрлӗ мастер-классенче пулнӑ, паллӑ кинорежиссерсемпе, Раҫҫей Геройӗсемпе, космонавтсемпе тата ытти паллӑ ҫынсемпе  тӗл пулнӑ, «Тодес» ушкӑнӑн концертне ҫитсе  курнӑ…

Тӗп  хуламӑртан пысӑк хавхаланупа таврӑннӑ.

Дарья Ульдина, 

фестивале хутшӑннӑ Комсомольски 1-мӗш вӑтам  шкулӗн вӗренекенӗ:

«Июнӗн малтанхи кунӗсенче эпӗ Чӑваш республикин делегацийӗн йышӗнче Мускавра иртекен «Пӗрремӗшсем» юхӑмӑн фестивальне кайма тивӗҫлӗ пулнине пӗлтӗм. Ҫак куна эпӗ чӑтӑмсӑр кӗтрӗм. Шупашкарта пурте пӗрле пуҫтарӑннӑ хыҫҫӑн пуйӑс ҫине ларса Раҫҫейӗн тӗп хулине савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа васкарӑмӑр.  Кунта пире нумай-нумай интереслӗ мероприяти кӗтрӗ. Фестивале тӗнчери тӗрлӗ халӑх делегацийӗ килнӗ. Вӗсемпе курнӑҫса калаҫни  чылайлӑха асра юлӗ.

ВДНХри павильонсене ҫитсе курнине, чаплӑ ҫынсемпе калаҫнине, мастер-классене хутшӑннине, тӗрлӗ регионсенчи ачасемпе паллашнине ӑҫтан манӑн.

«Пӗрремӗшсем» юхӑмӑн фестивалӗнче пулса курма тивнишӗн эпӗ питӗ хавас. Ҫавӑн пек мероприятисем час-часах иртессе, вӗсене малашне те хутшӑнма тивӗҫлӗ пуласса шанса тӑратӑп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *