Воскресенье, 23 июня

Тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ

Тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ

Раҫҫейре эколог тата тавралӑха сыхламалли Пӗтӗм тӗнчери кун кӑҫал Чӑваш республикинче эгологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ  усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ вырӑнта тӑрать.  Ҫавна май округри территори уйрӑмӗсенче те, Комсомольскинче те хамӑр пурӑнакан вырӑн тирпейлӗ те илемлӗ пултӑр тесе чылай мероприяти  ирттернӗ.

Кӑҫал Комсомольски районне (округне) туса  хунӑранпа  85 ҫул ҫитрӗ. Пирӗн тӑрӑха килекенсене, ҫул тӑрӑх иртсе каякансене «Комсомольски ялӗ. Чӑваш республики» текен стела кӗтсе илет, ӑсатса ярать. Округ пуҫлӑхӗн  ҫамрӑксемпе ӗҫлес енӗпе тӑрӑшакан  советникӗ О.П.Григорьева ертсе пынипе Эколог кунӗнче хастар ҫамрӑксемпе тата волонтерсемпе пӗрле ун ҫывӑхӗнчи вырӑна тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ. Чӗрӗ чечексем  лартса 85 ҫул тесе ҫырса хунӑ.

Маттур ҫамрӑксем Комсомольскинчи Ҫурҫӗр поселокӗнчи ҫӑлкуҫ таврашӗнче те тирпейлӗх хуҫалантӑр тесе  тӑрӑшнӑ. Ушкӑнпа туслӑн ӗҫлесе унти картана улӑштарнӑ, килсе ҫӳрекенсем валли хӑтлӑх туса панӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *