Пулӑшу параҫҫӗ

Пулӑшу параҫҫӗ

Социаллӑ фондӑн миссийӗ: «Эпир кашни ҫыннӑн тивлетлӗхӗшӗн тӑрӑшатпӑр: патшалӑхӑн социаллӑ политикине пурнӑҫа кӗртетпӗр, ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса социаллӑ пулӑшу майӗсемпе граждансене ҫӑмӑллӑн тата меллӗн усӑ курма пулӑшатпӑр».

Июнӗн 8-мӗшӗ — Социаллӑ ӗҫчен кунӗ. Ку вӑл социаллӑ фондра ӗҫлекенсен професси уявӗ. Паянхи кун вӑл — ҫынпа пӗрле пурнӑҫ тӑршшӗпех пыракан Раҫҫейри чи пысӑк социаллӑ ведомство. Фондӑн клиенчӗсем хушшинче — аслӑ ӑру ҫыннисем, ветерансем, инвалидсем, ачаллӑ ҫемьесем тата ытти пулӑшу кирлӗ ҫынсем.

Социаллӑ фонд граждансемпе страховательсене 100 ытла патшалӑх пулӑшӑвӗ парать, заявлени памасӑрах кӳрекен пулӑшусен шутне ӳстерсе пырать, халӑхӑн ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме электронлӑ сервиссем ӗҫе кӗртет. Тӗрлӗ тӳлевсемпе, пособисемпе ҫыхӑннӑ информаципе ҫынсем час-часах интересленеҫҫӗ. Ҫавсемпе ҫыхӑннӑ сервиссене пурне те тенӗ пекех электрон формата куҫарнӑ, ҫав шутра вӗсемпе патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи кабинет е Социаллӑ фонд сайчӗ урлӑ усӑ курма пулать.

Паянхи кун патшалӑх пурнӑҫ шайне лайӑх енне улӑштарса пыма тӑрӑшать. Социаллӑ страхованипе усӑ куракан граждансен категорийӗсем анлӑланса пыраҫҫӗ, тӳлевсем ӳсеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Чи кирли вара — патшалӑхран пулӑшу илесси ҫӑмӑлланать. Инвалидсене пенсисемпе социаллӑ тӳлевсене пӗр заявленипех, урӑх документсем ыйтмасӑрах параҫҫӗ. Кӗске хушӑрах ачаллӑ ҫемьесем пулӑшу илеҫҫӗ.

Социаллӑ ӗҫре професси пӗлӗвӗсем ҫеҫ мар, специалистӑн харпӑр хӑй пахалӑхӗсем те кирлӗ, ҫав шутра ырӑ кӑмӑл, хӗрхенӳ, ҫынсене инкекре пулӑшма тӑрӑшни. СФР-ӑн Комсомольскинчи уйрӑмӗн клиент служби ырӑ кӑмӑллӑ, яланах пулӑшма хатӗр ҫынсене пӗрлештерсе тӑрать.

Раҫҫей Социаллӑ фончӗ пурнӑҫа кӗртекен тепӗр пӗлте- рӗшлӗ проект — «Кӗмӗл ӑру»  хутшӑну центрӗсем. Аслӑ ӑру ҫыннисен пушӑ вӑхӑтне интереслӗ ирттерме, вӗсене тимлӗхпе хупӑрлама, пурнӑҫ ыйтӑвне тытса пыма, хӑйсене валли ҫӗнӗ майсем уҫма пулӑшаҫҫӗ. Комсомольскинче ҫакӑн пек центр 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Социаллӑ страховани фончӗн  ӗҫӗ Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫ шайне ӳстерес енӗпе патшалӑхӑн политикине пурнӑҫлама пулӑшать.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *