Кирлӗ йышӑнусем тунӑ

Кирлӗ йышӑнусем тунӑ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче  наркотиксене хирӗҫ кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗ пулса иртнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн  ку енӗпе  2030 ҫулччен палӑртнӑ стратегийӗ пирки округри тӗп больницӑн врач-наркологӗ Людмила Ярышева тата ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссин  тӗп специалист-эксперчӗ Гузель Гадельянова чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем пирӗн тӑрӑхра  ҫав енӗпе йышӑннӑ мерӑсемпе паллаштарнӑ.  

Ларура ҫавӑн пекех вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ пухакансем хушшинче ирттернӗ тест пӗтӗмлетӗвӗсем пирки те калаҫу пулнӑ.

Наркотиксене хирӗҫ тӑрас енӗпе ӗҫлекен округри  комиссин ыйтӑвӗсемпе кирлӗ йышӑнусем тунӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин лару ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Ку сиенлӗ йӑлана хирӗҫ тӑрас енӗпе чылай тӑрӑшнӑ пулин те лӑпланса ларма юраманни, право йӗркине сыхлакансен, вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансемпе пӗрлех ашшӗ-амӑшӗн те тимлӗ пулмаллине палӑртнӑ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *