Каникул кунӗсем ачасене хаваслӑх кӳччӗр

Каникул кунӗсем ачасене хаваслӑх кӳччӗр

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ачасемшӗн хаваслӑ каникул кунӗсем пуҫланаҫҫӗ. Раҫҫей, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин правительстви  те, пирӗн округ администрацийӗ те  вӗсен канӑвӗ усӑллӑ та интереслӗ ирттӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Комсомольски муниципаллӑ округӗнче  пӗрремӗш сменӑпа  июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10 шкул ҫумӗнче ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта ачасем тӗрлӗ мероприятисене хутшӑнса сывлӑхне  ҫирӗплетнисӗр пуҫне тӗрлӗ интереслӗ конкурссемпе вӑйӑсем  урлӑ тавракурӑмне  те пысӑклатма, хӑйсене тӗрлӗ енчен  аталантарма та пултараҫҫӗ.

Пӗрремӗш сменӑра округри шкулсенчи 495 ача вӑл лагерсенче канӗ.  Урмаел, Хырай Ӗнел, Ҫӗнӗ Мӑрат, Нӗркеҫ, Тукай Мишер, Хирти Явӑш, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Хирти Мӑнтӑр  вӑтам, Хырхӗрри, Александровка  тӗп шкулӗсенче вӗренекенсем тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ те.

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам  шкулӗнчен хыпарлаҫҫӗ:

«Лагерӗн малтанхи кунӗсенчех «Лето Первых» фото квест ирттертӗмӗр, ҫутҫанталӑк тусӗ-сем Асӑну садӗнче пӗчӗк экспедицире пулчӗҫ, спортсменсем «Забег Первых» акцие хутшӑнчӗҫ, А.Пушкинӑн произведенийӗсемпе ушкӑнпа паллашрӗҫ».

Округри  ытти шкулсенчи ачасен сывлӑха ҫирӗплетекен лагерӗсенче те пурнӑҫ пуян та кӑсӑклӑ пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *