Юрӑ-ташӑ пӗр-пӗрне ҫывӑхлатать

Юрӑ-ташӑ пӗр-пӗрне ҫывӑхлатать

Нумаях пулмасть  «Пурте туслӑ ҫемьерен!» республикӑри художество пултарулӑхӗн VIII  фестивальне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑна Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне  халалланӑ.  Унта 10 муниципалитетри 20 ҫемье хутшӑннӑ.

Пӗр йӑх-хурӑнташа пӗр-лешнӗ тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫлеме те, усӑллӑ канма та пултараҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра пӗрле пуҫтарӑнса савӑнаҫҫӗ. Юрӑ-ташӑ ун пеккисемшӗн чун киленӗҫӗ, пур енчен те хавхалантарса пырать. Шӑпах ҫавӑн пек ушкӑнсем сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ та.

Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Тӑвай округӗсенчи йӑх-хурӑнташсен  ансамблӗсемпе пӗрлех пирӗн округри Аслӑ Чурачӑкри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Тӑванлӑх» ҫемье ушкӑнӗ те фестивале хутшӑннӑ. Вӗсем С.А.Просвирнов ертсе пынипе пуян программа хатӗрленӗ. Жюри вӗсен пултарулӑхне тивӗҫлипе хакланӑ. «Тӑванлӑх» ушкӑн 1-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Вӗсене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр. Ахальтен юрӑ-ташӑ пӗр-пӗрне ҫывӑхлатать тесе каламаҫҫӗ ӗнтӗ.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *