Музейра паллашма пулать

Музейра паллашма пулать

Ачасем тӗнче ҫине аслисенчен урӑхларах куҫпа пӑхаҫҫӗ. Хӑйсем мӗн курнине  хут ҫине ӳкерсе кӑтартччӑр, ҫитӗннисем вӗсене пӑхса пӗчӗккисен шухӑш-кӑмӑлне лайӑхрах пӗлччӗр тесе округра «Мир глазами детей»  конкурс йӗркеленӗ те.

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн  «Ҫӗр тата ҫынсем»  музейра конкурса пӗтӗмлетнӗ, чи лайӑх ӗҫсен выставки  уҫӑлнӑ. Ҫак ятпа иртнӗ мероприятире округ пуҫлӑхӗ Николай  Раськин ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, призсемпе чысланӑ, творчествӑлла ҫитӗнӳсем суннӑ.

Округри ача садне ҫӳрекенсем, шкулсенче пӗлӳ илекенсем, ачасен исскуствӑсен шкулӗнче ӑсталӑха туптакансем хушшинче  ӑстасем сахал мар. Вӗсен ӗҫӗсемпе Комсомольскинчи музейри выставкӑна пырса паллашма пулать.

Килсе курӑр, ӳкӗнмӗр. Паллӑ  художниксен ӗҫӗсем пӗрре,  сирӗн ачӑрсен, мӑнукӑрсен                       ӳкерчӗкӗсем пачах урӑхла.

Алена ПОЛЯКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *