Маттур ачасене чысланӑ

Маттур ачасене чысланӑ

Нумаях пулмасть Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче ача-пӑча искусство шкулӗн отчетлӑ концерчӗ иртнӗ. Унта ачасене искусство шкулне пӗтерни ҫинчен калакан аттестатсем панӑ.

Концертра ҫак шкулта пӗлӳ илекенсем паллӑ композиторсен хайлавӗсене фортепианопа, баянпа, гитарӑпа каланӑ. Ҫавӑн пекех хореографи, хор тата фольклор уйрӑмӗсене ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.

Отчет концертне Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ уйрӑмӗн начальникӗ Наталия Комиссарова та хутшӑннӑ. Округӑн творчествӑлла пурнӑҫне активлӑн хутшӑнакан, тӗрлӗ шайри конкурссенче палӑрнӑ ачасене Николай Никандрович Тав хучӗсем парса чысланӑ, ҫав шутра: Аслӑ Чурачӑкри структура подразделенийӗн «Тевет» ансамблӗ, хореографи уйрӑмне ҫӳрекен Аделина Архипова, Валерия Григорьева, Татьяна Григорьева, Анастасия Евдокимова, Эвелина Иванова, Кристина Краснова, Ксения Скворцова, Юлия Степанова, Ксения Чернова, ӳнер уйрӑмне ҫӳрекен Дарья Лесницкая, Виктория Потапова.

Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ярослав Ильин тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса мала тухнӑ 28 вӗренекене грамотӑсемпе наградӑланӑ.

Ҫавӑн пекех мероприятире          ӳнер енӗпе пӗлӳ илекен вӗренекенсен чи лайӑх ӗҫӗсен куравӗпе те паллашма май пулнӑ. Ӑна Н.В.Абдюшева, М.Н.Николаева тата Н.В.Игнатьева преподавательсем хатӗрленӗ.

Искусство шкулӗнчен вӗренсе тухакансене саламласа пуҫтарӑннисем малашне те творчество ҫулӗ ҫинче ӳсӗмсем тума, кашни ӗҫе пысӑк хавхаланупа пурнӑҫласа мӗн шутланине йӑлтах пурнӑҫа кӗртме суннӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *