Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха

Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха

Паянхи кун ҫамрӑксенчен ытларахӑшӗ ялта пурӑнасшӑн мар, аякри хуласене тухса каяҫҫӗ, ҫемье ҫавӑрса унта вырнаҫаҫҫӗ. Ӗҫпе ҫемье хушшинче куллен ҫаврӑнса вӑхӑт иртни те сисӗнмест, чылай чухне вӗсем яла юлнӑ ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитсе килме те ерҫеймеҫҫӗ. Ватӑлса пыраканскерсем вара пулӑшусӑр тӑрса юлма та пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачи-пӑчисӗр, тӑванӗ-пӗтенӗсӗр юлнӑ ватӑсем те ялсенче пур. Шӑпах ҫакӑн пек ҫынсемпе ӗҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн ӗҫченӗсем.

Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта ҫын нушине ӑнланакан, ӑшӑ сӑмахпа ватӑсен чӗрине ӑшӑтма пӗлекен, пулӑшу пама яланах хатӗр специалистсем вӑй хураҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — киле пырса социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӑн заведующийӗ Марина Смирнова. Вӑл 20 ҫул ӗнтӗ ҫак ӗҫре тӑрӑшать.

— Пирӗн ӗҫ хӑйне евӗр йывӑр та, питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ те. Эпир пӗччен пурӑнакан ватӑсене тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене тупса палӑртма тӑрӑшатпӑр, вӗсен пурӑнмалли условийӗсене хакласа пулӑшу кӳретпӗр, кирлӗ пулсан ветерансемпе инвалидсене интернат учрежденийӗсене вырнаҫтарма пулӑшатпӑр. Пӗччен юлнӑ ватӑсемшӗн пирӗн пулӑшу паха. Вӗсем пирӗн ӗҫченсем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, хӑйсен нушисем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Эпир пурне те вӑхӑтра пулӑшу пама тӑрӑшатпӑр, — каласа парать хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен Марина Андреевна.

М.Смирнова хӑйӗн тивӗҫӗсене яланах тӗплӗн туса пырать, пуҫарулӑхпа тата пысӑк яваплӑхпа палӑрса тӑрать. Ӗҫе чунтан пурнӑҫлани ӑна ӳсӗмсем тума пулӑшать те ӗнтӗ. 

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *