Асра юлмалла иртнӗ

Асра юлмалла иртнӗ

Ачасем пирӗн пуласлӑх тетпӗр те, вӗсем телейлӗ ӳсчӗр тесе патшалӑх нумай тӑрӑшать. Кунсӑр пуҫне ҫӗршывра ыркӑмӑллӑх мелӗсем те анлӑ сарӑлнӑ. Июнӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ «Детство наше золотое» хаваслӑ мероприяти те «Аслисем — ачасене» ыркӑмӑллӑх акцине  уҫнинчен пуҫланнӑ.

Уява килнисене малтанах муниципаллӑ округӑн администраци ӗҫӗсен управляющийӗ  М.А.Илларионова,  Чӑваш  республикинчи хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ И.П.Ядрова  саламланӑ, пурне те кӑмӑлтан савӑнса канма ырӑ кӑмӑл-туйӑм суннӑ.  Ачасем  муниципаллӑ округ  пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ҫак куна валли хатӗрленӗ пылак ҫимӗҫе тивӗҫнӗ.

Комсомольскинчи «Колосок», «Рябинушка», «Радуга», Урмаелӗнчи «Лейсан» ача сачӗсене ҫӳрекенсем, искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнӗ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи кадет класӗсенче вӗренекенсем  тата ытти уйрӑм юрӑҫӑсем сцена ҫинчен савӑнӑҫлӑ юрӑсемпе ташӑсем парнеленӗ.

Уяв вӑхӑтӗнче пурне те  савӑнтарнӑ ӗҫ-пуҫ пирки палӑртса хӑвармалла. Светлана Дмитриевапа хӗрӗ Илона  супӑнь хӑмписем  вӗҫтерсе ыттисене те илӗртнӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ачасем ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗ те ҫак «вӑййа» хӑпартланса хутшӑнса хӑйсен ачалӑхне «таврӑннӑ».

Ачасен те, ашшӗ-амӑшӗн те ҫак кун тунсӑхлама, кичемленме май пулман.

Округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн культура ӗҫченӗсем тата вӗрентекенсем тӗрлӗ  мероприятисем йӗркеленӗ% вӑйӑсем, конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем…

Ҫак мероприятисем пурте ачасене юратнине, вӗсемшӗн тӑрӑшнине  туллин ҫирӗплетеҫҫӗ. Апла пулсан ҫак кун пӗчӗккисен асӗнче чылайлӑха юлӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *