Агрослетра пулнӑ

Агрослетра пулнӑ

Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи «Медвежий угол» кану базинче  кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут «Лучшие на селе» агрослет  пулса иртнӗ. Вӑл ялта пурӑнакан пултаруллӑ ҫамрӑксене пӗрле пуҫтарнӑ.

Мероприяти программи  анлӑ та пуян пулнӑ. Яш-кӗрӗмпе пӗрлех унта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Чӑваш Республикин Министрсен  Кабинечӗн членӗсем, муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан ҫамрӑксен хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартса пама тивнӗ.

«Агротуризм», «Счастливая семья», «Кадры на селе», «Амазонки на госслужбе» темӑсемпе уҫӑ калаҫусем иртнӗ. Кӑҫал  Чӑваш Енре  Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май унта тӗпрен илсен ҫав ыйту ҫине пусӑм тунӑ.

Лекторисемсӗр, мастер-классемсӗр, тренингсемсӗр пуҫне ялта пурӑнакан каччӑсемпе хӗрсен спартакиадӑра та  тупӑшма тивнӗ, хӑйсен пултарулӑхне сцена ҫинче те кӑтартнӑ.

Пирӗн округра та пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫре те маттур, вӑй-хал енчен те ҫирӗп, юрӑ-ташӑра та кӑтартуллӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пынӑ пирӗн тӑрӑхри  ҫамрӑксен пысӑк делегацийӗ агрослета хутшӑннӑ. Унти пур мероприятисенче те пулнӑ. Творчество ӑсталӑхӗн конкурсӗнче вара малти вырӑна тухнӑ.

Агрослетран ҫамрӑксем пысӑк хавхаланупа, ҫӗнӗ тӗллевсемпе, шухӑшсемпе таврӑннӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *