Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать, тенӗ. Кӑҫал ҫӗрӗҫченӗсемшӗн ҫанталӑк хӑйнеевӗр кӑткӑслӑхсем кӑларса тӑратрӗ пулин те мӗн палӑртнине ял хуҫалӑх предприятийӗсем акса-лартса пӗтернӗ тесен те юрать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче нӳрлӗ пулнипе техника кӗреймен вырӑнсем ҫеҫ юлма пултарнӑ.
Июнӗн 3-мӗшӗ тӗлне ҫапла вара, округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 9688 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 1057 гектар рапс, 249 гектар горчица, 340 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ, 1316 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 1289 гектар куккурус, 20-шер гектар кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, нимӗҫ пӑрҫи тата ытти культурӑсем акнӑ. Округра 557 гектар ҫине ҫӗрулми лартса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑтра та хуҫалӑхсенче ӗҫ чарӑнман. Ӳсен-тӑрансене ҫумкурӑкран, чир-чӗртен, хурт-кӑпшанкӑран хӳтӗлес енӗпе ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.