Ҫара пил парса ӑсатнӑ

Ҫара пил парса ӑсатнӑ

Раҫҫейре ҫурхи призыв малалла пырать. Вӑл июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Пирӗн округри ялсенче пурӑнакан яшсем те ҫар ретне тӑраҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче те Николай Тарасов салтака кайнӑ ятпа  мероприяти  иртнӗ. Мероприяти тени хӑпартса,  ӳстерсе  каланӑ пек туйӑнать пулин те, ӑна чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан йӑлипе пыл ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе таврӑнма  ырӑ сунса йӗркеленӗ ӑсату каҫне ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, Николай  Александровича хисеплекен тус-тантӑшӗ чылайӑн пуҫтарӑннӑ.  Чи малтан, паллах, сывлӑхлӑ  ывӑл пӑхса ӳстернӗ Валентинӑпа Александр Тарасовсене сӑмах панӑ. Вӗсем хӑйсен тӗпренчӗкне маттур салтак пулма пехилленӗ. Маларах ҫарта пулнӑ тӑванӗсем те командирсем каланине ҫирӗп пӑхӑнмаллине, служба вӑхӑтӗнче чӑваш, Аслӑ Чурачӑк ял ҫыннин ятне типтерлӗ тытса пымалли ҫинчен  каланӑ. Сӑмах май  каласан, ҫак ялти  Тарасовсен йӑхӗнчен пурте тенӗ пекех «салтак пӑтти» ҫинӗ, ҫарта хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ.

Николай Тарасова ҫӗршыв хӳтӗлевҫи  пулма ӑсатма пынӑ ҫынсем ҫумне хутшӑнса  ӑнӑҫлӑ служба сунатпӑр.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *