Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр

Чипер пурӑннӑ чухнех чирлесе ӳкесси те, аманасси те пулать. Ахальтен халӑхра инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Сывлӑх енчен йывӑрлӑх сиксе тухсан чи малтанах васкавлӑ пулӑшу уйрӑмне шӑнкӑравлатпӑр. Вӗсем килессе чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр. Ку статьяри сӑмахӑм аптраса ӳкнӗ ҫынсем патне чи малтан ҫитекенсенчен пӗрин пирки пырӗ. Вӑл ҫак кунсенче 60 ҫул тултарать,  40 ҫулне вара медицина сферине панӑ.

— Эпӗ ҫынсене пулӑшу пама пултаракан профессие суйласа илнишӗн савӑнатӑп, — тет Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан, «Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗ»  бюджет учрежденийӗн Патӑрьелӗнчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакан Н.А.Волкова.

Надежда Алексеевнӑн ӗҫ биографийӗ  хамӑр районти Александровкӑри фельдшерпа акушер пунктӗнче пуҫланнӑ. Унта ҫамрӑк хӗр медицина училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑнах вӑй хума тытӑннӑ. Ҫынсене кӑмӑллӑ йышӑнса кирлӗ пулӑшу пама пултарнипе ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Ку вырӑнта вӑл виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Кӗскерех  каласан унта пурӑнакансене эмелпе те, ӑшӑ сӑмахсемпе те сипленӗ, кирлӗ вӑхӑтра сӗнӳсемпе канашсем те панӑ.

Ун хыҫҫӑн пурнӑҫ ҫулӗ Н.Волковӑна Комсомольскинчи тӗп больницӑри васкавлӑ пулӑшу уйрӑмне илсе ҫитерет. Унта ӗҫӗ тата кӑткӑсрах та яваплӑрах пулни те хӑратмасть ӑна. Диспетчерта чылай вӑхӑт  тӑрӑшать. Кунта шӑнкӑравсем йышӑннипе пӗрлех  Надежда Алексеевнӑн больницӑра та час-часах пӗрремӗш  пулӑшу пама тивнӗ. Ҫакӑнтах вӑл пулас мӑшӑрӗпе те паллашать. Кӗҫех вӗсем Николай Волковпа ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Иккӗшӗ те васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах килти хуҫалӑха тытма та, пушӑ вӑхӑтра обществӑлла ӗҫе хутшӑнма та, усӑллӑ канма та ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫак енӗпе специалистсем пулнипе пӗр ял ҫыннисем е ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем сывлӑх енчен мӗнле те пулсан йывӑрлӑхсем сиксе тухсан ҫӗр варринче пырса пулӑшу ыйтнӑ тӗслӗхсем чылай пулнӑ. Медицина профессине чун-чӗрепе парӑннӑ Волковсен хирӗҫлес кӑмӑлӗсем нихӑҫан та пулман, чӗннӗ ҫӗре  васканӑ.

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсен ырӑ  ӗҫӗсем пирки нумай калама пулать. Манӑн вӗсене сӑмахпа асӑнса пӗтерме ӑсталӑхӑм та ҫитмест.  Пӗр талӑка  тӑсӑлакан смена вӑхӑтӗнче унта тӑрӑшакансен тӗрлӗ ҫӗре  ҫитме, тӗрлӗ йышши пулӑшусем пама тивет. Вӗсемшӗн ҫын пурнӑҫӗ чи хакли пулса тӑрать.

Надежда Алексеевна пирки каласан  тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫын темелле. Пултаруллӑ, ӑста медик ҫеҫ мар вӑл, юрӑ-ташӑпа та ҫывӑх. Концертсене, конкурссене хутшӑнса пӗрре мар малти вырӑнсем йышӑннӑ.

Конкурссем тенӗрен, пӗрне анчах асӑнса хӑварас килет. Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем хушшинче республикӑра ирттерекен конкурса 20 ҫул каялла хуларисем ҫеҫ хутшӑннӑ. Пуҫласа районсенчен пирӗн тӑрӑхри Н.Волкова унта хӑйӗн ӑсталӑх шайне тӗрӗслеме хӑюлӑх ҫитернӗ. Чи-чи маттурри пулаймасан  та, палӑрнӑ, диплом ҫӗнсе илнӗ.

Ҫынсене вӑхӑтра пулӑшу паракан Надежда Алексеевна спортӑн ҫывӑх тусӗ пулнине вулакансенчен чылайӑшӗ пӗлмест те пулӗ. Комсомольскинчи тӗп больница команди сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ирттерекен  республикӑри, районти спартакиадӑсемпе хӗллехи-ҫуллахи ӑмӑртусенче малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑнса тӑнӑ. Надежда Волкова та, унӑн мӑшӑрӗ Николай та командӑн тӗп шӑнӑрӗсем пулнӑ.

Надежда  Алексеевна хӑйне ӗҫлеме хӑват парса тӑраканни, хавхалантараканни ҫемье тесе шутлать. Вӗсем икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Волковсен ҫемйи районта, республикӑра ирттернӗ конкурссене пӗрре мар хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсем те пулса тӑнӑ.

Спорта юратаканшӑн  ҫулсем чӑрмав мар. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан икӗ мӑнукӗпе  пӗрле тӑвайккинчен ярӑнать, йӗлтӗр сырса  стадиона тухать. «Вӗсем те мӗн пӗчӗкрен спорта юратчӑр, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыччӑр тесе тӑрӑшатӑп», — тет Надежда Алексеевна.

«Ҫынна  ырӑ  туни ырӑпах таврӑнать», тенӗ ӗлӗкех халӑхра. Надежда Алексеевнӑна та  малашнехи пурнӑҫра мӗнпур ыррине ҫеҫ сунатпӑр. Хӑйӗн те сывлӑх пултӑр, ҫынсене те хальхи пек пулӑшу парса пытӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *