Тасалӑхшӑн кашни яваплӑ

Тасалӑхшӑн кашни яваплӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей шывӗ» акципе килӗшӳллӗн Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн тата культура ӗҫченӗсем территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина пуҫарнипе «Таса пӗве» акци ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗ ҫинчи гидротехника сооруженийӗ ҫывӑхне тата юханшыв ҫыранӗсене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.

Ку вырӑна ҫынсем канма тата пулӑ тытма час-часах пуҫтарӑнаҫҫӗ. Анчах та темшӗн каннӑ хыҫҫӑн хӑйсем хыҫҫӑн тем те пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Мӗн кӑна ҫук кунта: кӗленче, пластик бутылкӑсем, тимӗр савӑтсем купалансах выртаҫҫӗ! Акцие хутшӑнакансем вуншар михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

Хисеплӗ пулӑҫсем, ҫутҫанталӑкра канма юратакансем! Хӑвӑр хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарма ыйтатпӑр, йӑлтах пӗр хутаҫа хурса кану вырӑнне тасатса хӑварасси пӗрре те йывӑр мар-ҫке. Тап-таса пӗвесемпе юханшывсем ҫывӑхӗнче канма, хӗвелпе хӗртӗнме, ҫутҫанталӑкпа киленме питӗ кӑмӑллӑ. Ҫак илеме хамӑр алӑпах пӗтерер мар, ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *