Пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ

Пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ

Комсомольски районӗ  1980—1990 ҫулсенче  ҫӗрулми лаптӑкӗпе те, унӑн тухӑҫлӑхӗпе те республикӑра  яланах палӑрса тӑнӑ. Вӑл ҫулсенче  кашни колхозах «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илнӗ.

Хальхи вӑхӑтра ку енӗпе пирӗн округра «Слава картофелю», «Комсомольские  овощи» агрофирмӑсем, «Рассвет», «Дружба» ЯХПКсем,  Самаркинӑн фермер хуҫалӑхӗ ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑнах та ку тымарҫимӗҫ хӑй ҫине пысӑк тимлӗх ыйтать. Лартнинчен пуҫласа кӑларичченех чылай ӗҫ туса ирттермелле. Кунсӑр пуҫне ҫанталӑк условийӗ, ӗҫ вӑйӗ, сутлӑх хакӗ… Ҫак тата ытти сӑлтавсем  чылай хуҫалӑх ертӳҫине  ҫӗрулмипе ӗҫлессинчен хӑратса тӑраҫҫӗ.

Ку умсӑмаха ахальтен пуҫламарӑм эпӗ.  Ҫӗрулми лартнӑ вӑхӑтра «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче, хирте пулса  ӗҫченсемпе калаҫрӑм. Мухтаса каланӑ пек туйӑнать пулсан та вӗсен ӗҫлес хавхалану пурччӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартакан агрегатӑн пӗр пайӗ ҫӗмӗрӗлнӗччӗ те, ӑна куҫ умӗнчех хӑвӑрт юсарӗҫ.

— Чӑнах та ҫӗрулмипе ӗҫлеме ҫӑмӑл мар. Кӑткӑслӑхӗ те чылай. Кашни ҫулах пысӑк  тупӑш та параймасть.  Хӑш-пӗр ҫул вара ӗҫӗн хӑйхаклӑхне темиҫе хут та татма пултарать.  Ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ М.Р.Афанасьев та ҫак шухӑшпах пурӑнать, тӑрӑшать те, — тенӗччӗ вӑл вӑхӑтра хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ С.И.Филиппов.

Паянхи кун тӗлне  унта 80 гектар ҫине ҫӗрулми лартса хӑварнӑ. Уй-хирти ӗҫсене те тӗпрен  илсен вӗҫленӗ. Мӗншӗн тӗпрен илсен тесе каларӑм-ха?  Ӗҫӗ вӑл уй-хире ял хуҫалӑх культурисем акса-лартса хӑварнӑ пулсан пуҫланать анчах. Ҫумкурӑксемпе,  чир-чӗрпе, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешмелле, агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫламалла…

Хуҫалӑх кӑҫал туса ирттернӗ мӗн пур ӗҫе цифрӑсем урлӑ илсе кӑтартасшӑн мар. Вӗсем вулакансене  ытлах та интереслентермеҫҫӗ пулӗ. Хальхи вӑхӑтра уй-хирте тӗпрен илсен механизаторсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем вара ырӑ сӑмаха тивӗҫлӗ. Тӗп агроном Николай Киселев,  Сергей Пыркин,  Денис Киселев трактористсем тӑрӑшуллӑ ӗҫленине палӑртса хӑварчӗ.

«Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ округра ҫӗр ӗҫӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри. Вӑл ҫӗнсе илнӗ тӗрлӗ шайри дипломсемпе грамотӑсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Малашне те вӗсен ҫитӗнӳсем пулччӗр. Ку тӑрӑхра пултаруллӑ та хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *