Вырӑна тухса паллашнӑ

Вырӑна тухса паллашнӑ

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн кун каҫа нумай  ыйтӑва татса пама тивет. Вырӑнта ларнипе ҫеҫ ҫырлахмасть вӑл, территори уйрӑмӗсенче те час-часах пулма тӑрӑшать, вӗсенчи лару-тӑрупа хӑй куҫӗпе курса паллашать.

Хальхи вӑхӑтра округри хуҫалӑхсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене  вӗҫлессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗрӗҫченӗсем иртен пуҫласа каҫченех  хирте вӑй хураҫҫӗ. Николай Никандрович майӑн 29-мӗшӗнче «Луч» ял хуҫалӑх кооперативне ҫитсе унта ҫураки мӗнле пынипе паллашнӑ.  Хуҫалӑх ертӳҫипе Анатолий Семеновпа куккурус акнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусемпе сӑмахланӑ, ӑнӑҫу суннӑ.

Округра ҫуракисӗр пуҫне  ытти ӗҫсем те пыраҫҫӗ. Ҫак кунах Н.Раськин Элпуҫ тӑрӑхне те ҫитнӗ. Кунта вӑл территори уйрӑмӗн начальникӗпе Р.Асеиновпа пӗрле  Элпуҫӗнчи культура ҫуртӗнчи юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе те паллашнӑ. Сӑмах ҫул-йӗр ыйтӑвӗ тавра та пулнӑ.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче электромонтаж ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, строительсем объекта шалтан та, тултан та илем кӗртес тесе вӑй хураҫҫӗ. Округ пуҫлӑхӗ унта та пулса курнӑ, ӗҫлекенсемпе калаҫнӑ.

Александровка территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Любовь Поляковӑпа  вырӑна ҫитсе «Хырай Ӗнел — Кивӗ Сӗнтӗр» автоҫула тӗпрен юсас ӗҫсем мӗнле пынипе те интересленнӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *