Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ

Ҫак кунсенче Чӑваш Енре пӗрремӗш «Добро.Центр» «Молоды душой» ятпа уҫӑлнӑ. Вӑл Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенче, Комсомольски тата Красноармейски ялӗсенче вырнаҫнӑ аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрӗсем урлӑ ӗҫлӗ. Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Канашри клиент службинче ҫакӑн ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.

Республикӑра ҫак центр Пӗтӗм Раҫҫейри «Молоды душой» конкурсӑн гранчӗ пулӑшнипе уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе волонтер центрӗсен ассоциацийӗ те пулӑшса пырать. 2023 ҫулта асӑннӑ конкурсра шӑпах Социаллӑ фондӑн уйрӑмӗ РФ Пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗпе пӗрле хатӗрленӗ проект ҫӗнтернӗ те.

Республикӑри аслӑ ӑру хушшинче волонтер юхӑмӗ анлӑ сарӑлнӑ. Ҫӗнӗ форматлӑ центрта ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртме пулӗ, ҫав шутра: «Бабушкино тепло» (йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшасси), «Торопыжкам с любовью» (палӑртнинчен маларах ҫуралнӑ ачасем валли ӑшӑ япаласем ҫыхасси), «Своих не бросаем» (ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳресси) тата ытти те.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие СФРӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев, волонтер центрӗсен ассоциацийӗн «Молоды душой» федераллӑ программин ертӳҫи Татьяна Сафронова, ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова, Канаш хула пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, РФ пенсионерсен союзӗн Чӑваш Енри регионаллӑ уйрӑмӗн правлени председателӗ Валентин Семяхин хутшӑннӑ.

Комсомольскинчен ҫак мероприятие СФРӑн вырӑнти клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова, пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Василий Пундяков тата хутшӑну центрӗн активисчӗсем Валентина Долговӑпа Лидия Карзакова хутшӑннӑ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятире республикӑри аслӑ ӑру ҫыннисен хутшӑну центрӗсем мӗнле ӗҫлени ҫинчен презентацисем кӑтартнӑ, пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Республикӑри хутшӑну центрӗсен активисчӗсене волонтер ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата общество ӗҫӗнчи хастарлӑхшӑн наградӑсем панӑ. Мероприяти вӗҫӗнче пурте пӗрле ҫак паллӑ куна халалласа ҫырнӑ гимна юрланӑ.

Комментарисем

«Социаллӑ фонд волонтер центрӗсен ассоциацийӗпе пӗрле аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрӗсем урлӑ «Добро.Центр» проекта пурнӑҫа кӗртет. Пирӗн Центр волонтер ӗҫӗнчи чи лайӑх шухӑшсене пурнӑҫламалли вырӑн пулать. Вӑл Канаш хулинчи «кӗмӗл» волонтерсене ҫеҫ мар, аслӑ ӑрӑвӑн пӗтӗм хутшӑну центрӗсен активисчӗсене пӗрлештерет. Хальлӗхе пирӗн республикӑри 6 муниципаллӑ округра ҫакӑн пек центрсем пур. Пӗрремӗш «Добро.Центр» тӗрлӗ енсен аталанӑвне пуҫарса ярасса, ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗнче лидер пуласса шанатпӑр», — палӑртнӑ СФРӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев.

«Ҫак «Добро.Центра» Социаллӑ фондпа пӗрле аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрӗсенче уҫнине палӑртма кӑмӑллӑ. Ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, савӑнӑҫлӑ пулӑм. «Кӗмӗл» волонтерсем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх, шӑпах вӗсем халӑх йӑли-йӗркисене тытса пыракансем. Аслӑ ӑру пирӗн пысӑк ҫӗршывӑн культура кодне тытса пырать. Пурне те ҫак уявпа саламлатӑп, ырлӑх-сывлӑх, хастарлӑх сунатӑп», — тенӗ Татьяна Сафронова.

ЧР ,ҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова:

«Паян ҫак мероприятие хутшӑнма эпӗ питӗ хавас. Шӑпах «кӗмӗл» волонтерсем нумай энергипе, ҫӗкленӳллӗ вӑй-халпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Паян уҫӑлакан «Добро.Центрта» сирӗн ырӑ та усӑллӑ ӗҫӗрсене пурнӑҫа кӗртме ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Пысӑк тав сире».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *