,ҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ

,ҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ

Майӑн 25-мӗшӗнче 12 почта ӗҫченӗ ӗҫрен пӑрӑнмасӑрах диспансеризаци тухнӑ. Тӗп больницӑн мобильлӗ бригади пур тӗрӗслеве ирттернӗ, специалистсем те ӗҫченсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Юлашкинчен почтӑра тӑрӑшакансене сывлӑха сыхлассипе ҫыхӑннӑ информаци материалӗсем валеҫсе панӑ. 

«Мобильлӗ бригада диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне кӗрекен ӗҫсене ҫыннӑн ӳсӗмне кура пурнӑҫланӑ: функционаллӑ тата лаборатори диагностики ирттернӗ, ҫав шутра анализсем те илнӗ, куҫӑн шалти юн пусӑмне тӗрӗсленӗ, врач-терапевт консультаци панӑ. Кашни тӑваттӑмӗш ҫыннӑн йывӑр чир пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пек пациентсене диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрне яратпӑр. Ҫавӑн пекех ӗҫлекенсене флюорографи тата маммографи меллӗ вӑхӑтра тухма май паратпӑр. Почта ӗҫченӗсене чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тесен мӗн тумалли, гипертони кризӗ, ҫивӗч коронарлӑ синдром тата пуҫ мимин юн ҫаврӑнӑшӗ тӑрук пӑсӑлсан мӗнле пӗрремӗш пулӑшу памалли ҫинчен каласа панӑ», — пӗлтерет больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова.

,ҫлекен ҫынсен профилактика мероприятийӗсем ҫине тимлӗх уйӑрма вӑхӑт ҫитсех те пыманнине кура поликлиника ӗҫченӗсем кун пек тухса ҫӳресе тӗрӗслевсем ирттермелли ӗҫе малалла тӑсма планлаҫҫӗ.

«Пирӗн организацие диспансеризаци вырӑнтах ирттерме пӗрремӗш хут килчӗҫ. Ӗҫлекен ҫынсемшӗн ку питӗ меллӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен медицина учрежденине кайса тӗрӗсленме вӑхӑт нумай кирлӗ. Кун пек мероприятисем сывлӑха упрама тата ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ», — уҫать шухӑшне почта начальникӗ Маргарита Индюкова.

Вӑл медицина ӗҫченӗсене тав тунӑ, кашни ӗҫченӗн сывлӑхӗ ҫине тимлӗх уйӑрма пултарнине ырланӑ.

Палӑртса хӑвармалла: ку пуҫарӑва Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та ырланӑ. Малалла медицина ӗҫченӗсем июнӗн 6-мӗшӗнче Комсомольскинчи выльӑхсен чирӗсемпе кӗрешекен станци уйрӑмне ҫитсе диспансеризаци ирттерме палӑртса хунӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *