Музейра пулса курнӑ

Музейра пулса курнӑ

Кӑҫал Комсомольски муниципаллӑ округне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗпе паллашас тӗллевпе Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи историпе таврапӗлӳ музейне экскурсие кайрӗҫ.

Музейӗн историйӗпе Ҫӗнӗ Кипеҫ ял старости Галина Новикова паллаштарчӗ. Ял хастарӗсем тӑрӑшнипе ӑна 1987 ҫулта вӑтам шкул территорийӗнче уҫнӑ. Шкул директорӗ А.М.Галкин, С.А.Андреев, Е.Ф.Васильева, Т.А.Ченакина, Г.А.Новикова тата ытти педагогсем, шкул ачисем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ, Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем тӑрӑшнипе музей тӗрлӗ экспонатсемпе, документсемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе тата ытти материалсемпе пуянланнӑ. С.А.Андреев учитель Чӑваш Республикинчи архив учрежденийӗсенчи документсене тӗпченӗ, Тутарстанра, Мускав хулинче тата Мускав облаҫӗнче вырнаҫнӑ архивсене ыйтусем ҫырса ярса, тӑван ялти ҫынсем ҫинчен калакан даннӑйсем тупса вӗсене музее вырнаҫтарнӑ.

«Пирӗнтен кашнин хӑйӗн историне пӗлмелле, унпа мӑнаҫланмалла, тӑван ене аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ ентешсене асра тытмалла. Пирӗн тӗллев — музейӗн пуян материалне пулас ӑрусем валли упраса хӑварасси. Кашниех хӑй историе ҫывӑх пулнине туйтӑр», — тесе палӑртрӗ Галина Ивановна.

Вӑл тӑрӑшнипе музее 2005 ҫулта хупӑннӑ Ҫӗнӗ Кипеҫ шкулӗн авариллӗ ҫуртӗнчен ялти культура ҫуртне куҫарнӑ. Музей халӗ унта вырнаҫнӑ.

Экскурси вӗҫленсен Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хӑнасене концертпа савӑнтарчӗҫ. Хутшӑну центрне ҫӳрекенсем унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансене те мероприятисене хутшӑнма йыхравларӗҫ.

«Пире мероприяти питӗ килӗшрӗ: музей ӗҫченӗсем те, ял ҫыннисем пире ӑшшӑн йышӑнни те, концерт та. Пирӗн округра пурӑнакансене музей ҫинчен каласа парӑпӑр. Пурин те кунта килсе курас килтӗр», —терӗҫ хутшӑну центрне ҫӳрекенсем.

Сӑмах май, вӗсем пӗрремӗш хут мар музея экскурсие кайрӗҫ. Маларах вӗсем Ҫӗнӗ Мӑратри историпе таврапӗлӳ, Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх, Шуршӑлти космонавтика музейӗсенче пулса курнӑччӗ. «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсен планӗсем пысӑк, вӗсем малашне тата нумай интереслӗ вырӑна ҫитсе курма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Ирина Самарина,

Раҫҫей социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин тӗп специалист-

эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *